Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветерансене - чыс-хисеп

Аслă ăрурисене сума суса кăçал та  Ярмушка ял тăрăхĕнче Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне анлăн паллă турĕç. Ыр çын вилсен ят юлать теççĕ. Акă «Гвардеец» колхозра нумай тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă Евсей Дмитриевич Воробьев 100 çул çывхарнă май ветерансем чи малтан ун вилтăприйĕ çине чечексем хучĕç, ĕç паттăрĕ çинчен ырă сăмахсем каларĕç. Тăван çĕршыва тĕреклетессишĕн, тăнăç пурнăç тăвассишĕн яланах ырми-канми тăрăшнă, йывăрлăхра  пуçа усман ветерансем Кушар Юнтапари  культура çуртĕнче тата Ярмушкари шкулта пухăнчĕç.

Ватă çынсем пысăк концерт пăхса савăнчĕç. Шкул ачисем те, культура ĕçченĕсем те пултарулăх номерĕсене ăста хатĕрленĕ. Мероприяти хыççăн ветерансем çавра сĕтел хушшине ларчĕç, вĕсене техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ уява ирттерме пулăшнăшăн «Юнтапа» тата «Гвардеец» хуçалăхсен ертÿçисене Петр Трифонова тата Вениамин Федорова  тав тăвать.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;