Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аркатнă чиркÿ вырăнĕнче - Асăну хĕресĕ

Ĕлĕкрех чиркĕве ваттисем тата хутла пĕлменнисем кăна çÿреççĕ тесе каланă. Халĕ çапла никам та çирĕплетмест. Кĕлĕ туни, Турă çуртне çÿрени чун суранĕсене тÿрлетнине, çылăх тăвасран тĕрĕс çул-йĕр кăтартнине, пурнăç тĕллевне уçса панине ырă çын - ертÿçĕ-и вăл е рабочи - лайăх ăнланать. Пукрав христиансемшĕн пысăк уяв. Историне пĕлни пĕлтерĕшлĕ. 910 çулта Грецие сарацинсем тапăннă. Пĕрре Андрей çветтуй тата унăн вĕренекенĕ Епифаний чиркÿре каçхи кĕлĕре тăнă. Вĕсем сасартăк çÿлте, сывлăшра, Турă Амăшĕ кĕлтуса тăнине кураççĕ. Çĕрпе пĕлĕтĕн Хĕр-Патшийĕ тавра пророксем, апостолсем, ангелсем пулнă. Халăх кĕлтунă чух Туррăн Таса Амăшĕ чиркÿре тăракансене хăйĕн шурă çиттипе (Омофорĕпе) витсе тăнă. Кĕçех грексем Турă Амăшĕ вĕсене хÿтĕлесе тăнине çирĕппĕн ĕненме пуçланă, пĕтĕм вăя пухса тăшмансене çĕнтернĕ...

Турă Амăшĕн таса хÿтлĕхне асăнмалли куна анлăн паллă тăваççĕ. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Калининăри  чиркĕве православи тĕнне ĕненекенсем йышлăн пухăнчĕç. Литургире тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пулчĕç. Кашниех Турă Амăшĕн чăн таса ятне ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăнине çирĕплетсе çуртасем çутрĕç.

Октябрĕн 14-мĕшĕ христиансемшĕн икĕ хут уяв пулчĕ тесен йăнăшмăпăр. Типĕ тытнисем Туррăн таса ÿчĕпе юнне ăша илнĕ хыççăн христиан тĕнне ĕненекенсем  хĕрес çÿревне ирттерме тухрĕç. Хальхинче вĕсем чиркÿ элемĕсене çĕклесе, юрă юрласа малтанхи Турă çурчĕ пулнă вырăна (халĕ унта пĕр енче - ача сачĕ, тепĕр енче - шкул) çитрĕç. Аслă уяври педагогсем те, воспитательсем, вĕсен воспитанникĕсем пăрăнса юлмарĕç. 1972 çулта Пурне те витсе тăракан Турра çуратнă Таса Хĕрĕн чиркĕвне сирпĕтсе янă пулнă. Иртнĕ саманара Турра ĕненекенсене сума суман. Ялти ватăсем каланă тăрăх, чиркÿ тăрри питĕ хурлăхлăн çĕре ÿкнĕ. «Çав каç йĕркеллĕ çывăраймарăм, чунăм хытă йĕчĕ», - каласа пачĕ Калининăра пурăнакан 82 çулхи кинемей.

Сергий атте хăй çĕнĕ Пурне те витсе тăракан Туррăн Таса Амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕнче 2003 çулта ĕçлеме пуçланăранпах малтанхи Турă çурчĕн вырăнĕнче Асăну хĕресĕ лартма шухăшланине каларĕ. Кунта чиркÿ анчах мар, масар та пулнă. Унта чи малтан священниксене, чиркÿ ĕçченĕсене, каярахпа ытти христиансене пытарма пуçланă. «Сăваплă, таса вырăн пирки кашниех ас туса тăтăр», - терĕ пачăшкă. Алтарь пулнă вырăнта Пукравччен маларах Асăну хĕресне лартнă, ун тавралла малтанхи чиркÿ никĕсĕнчен юлнă кирпĕч татăкĕсене хунă. Сергий атте Асăну хĕресне сăвапларĕ, çĕнĕ Пукрав чиркĕвне хута яма нумай тăрăшнăшăн, вырăнти ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Юрий Михайлович Горшкова тав турĕ. «Ĕненÿсĕр эпир çунатсăр кайăк пек. Кĕл туса эпир Турăпа пĕрлешетпĕр, усал ĕçсем тума пăрахатпăр», - палăртрĕ Юрий Горшков.

Хĕрес çÿревĕн çулĕ каялла храм еннелле тăсăлчĕ. Христиансем чиркÿре Таса Хĕресе чуптурĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 октября 2009
00:00
Поделиться
;