Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эрне ăмăртусемпе пуян пулчĕ

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Степан Прохоров шашка вăййинче кăтартакан ăсталăх чăннипех мухтава тивĕç. Район, республика чемпионĕ шкул ачисем хушшинче Раççейри вăйлă шашистсен йышне кĕме пултарчĕ. Çак кунсенче кăна вăл каччăсемпе хĕрсем хушшинче МАРШ версипе Адлер хулинче иртнĕ тĕнче первенствинчен таврăнчĕ.

Çамрăк шашка ăстисем тăватă тĕсре ăмăртнă. 1995-1996 çулта çуралнисен ушкăнĕнче тĕп тĕсре тата «хăвăрт шашкăсенче» Степан саккăрмĕш вырăн йышăннă, «çиçĕмпе вăйăра» - çиччĕмĕш.

Саккăрмĕш класра вĕренекен каччăшăн çак результатсем çав тери паха. «Сочире, Раççейре мала тухассишĕн иртнинчен, лайăхрах, - сăпайлăн пĕлтерет вăл. - Ку  турнир вара ăсталăха ÿстерме те, шашка утăмĕсен вăрттăнлăхĕсене те ытларах пĕлме пулăшрĕ».

Сĕтел çи теннис: Канмалли кунсенче Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче район чемпионачĕпе первенстви иртнĕ.

Малтанхи кунне тупăшăва предприяти-организацисенче тимлекенсем - пĕтĕмпе 14 команда - тухнă. Хĕрÿ тупăшура малти вырăнсене хутăш препаратсен завочĕн, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул тата ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн командисем çĕнсе илнĕ.

Уйрăмшар зачетра чи ăста вылякансем - Дарья Феофанова (Хирпуç), Настя Канькина (Хапăс) тата Алина Савельева (ВЗСП). Арçынсем хушшинче пĕрешкел очко пуçтарса пĕрремĕш вырăншăн  виççĕн тан тупăшнă. Анчах та вăйăри ытти тĕл пулусене шута илсе ылтăн призер райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов пулса тăчĕ, Юрий Ефимов тата Григорий Тикинев (Мăньял Хапăс) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Вырсарни кун теннис сĕтелĕсем умне шкул ачисем тăнă. Ку кунхи çĕнтерÿçĕсем: Хапăсри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам, Туçи Çармăсри, Вăрманкасри, Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем. Уйрăмшар зачетра Хапăсри шкулта вĕренекенсене никам та çитеймен. Хĕрачасем хушшинче чи çивчĕччисем: Катя Григорьева, Мария Тикинева, Настя Канькина, арçын ачасенчен - Анатолий Арбузов, Дима Ергаев тата Григорий Тикинев.

Волейбол: Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче иртеен спартакиада йĕркипе волейбол вăййисем пуçланнă. Вăрнар район администрацийĕн команди хăйĕн ушкăнĕнче кăçал та чи вăйли пулнă - Элĕк, Вăрмар, Пăрачкав тата Патăрьел район администрацийĕсен ĕçченĕсене çĕнтерсе çурма финала тухнă. Вăл ку шăматкун иртет. Çурма финалта вăрнарсем муркашсемпе выляççĕ.

Футбол: Шкул ачисен спартакиади йĕркипе вара районта футбол турнирĕ иртнĕ. Чи ăстисем Вăрнарти 2-мĕш, Санарпуçĕнчи тата Калининăри шкул командисем пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 октября 2009
00:00
Поделиться
;