Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурăнатпăр - витĕр курăнатпăр

Тулăх пурăнас, хушма хуçалăха хăвăрттăн аталантарас тесен этемĕн ирĕн-каçăн ĕçлемелле, чун хавалĕпе çирĕп пулмалла. Тăрăшуллин, мал ĕмĕтлин килĕ-çурчĕ те капмар, илемлĕ, вити-хуралтисем те тĕреклĕ. Хапăсри Раиса Павловнăпа  Николай Михайлович Осиповсен пысăк çурчĕ çывăхĕнче чарăнса тăмасăр иртейместĕн. Кил умĕнче кĕркуннене пăхмасăр тĕрлĕ йышши чечексем ÿсеççĕ. «Хризантемăсем ав тăм тивесрен те хăрамаççĕ, хĕвел ăшшине курасшăн пуçĕсене пĕр пек çÿлелле çĕклеççĕ», - ăш пиллĕн калаçать Раиса Павловна. Хĕрарăмсăр кил илемĕ çук çав. Раиса Павловна кил картине кĕме сĕнсен тăхтамасăр хапха урати урлă каçрăм. Кунта та чечек пахчи мана тыткăнларĕ. Витене кĕрекен выльăх-чĕрлĕхĕ илеме пачах тĕкĕнмест иккен. Осиповсен кил картишĕнче тирпейлĕ, тавраллах çирĕп вите-хуралтăсем. Ĕçчен çынсем çулла кăна мар, анкарти пушансан та канма пĕлмеççĕ пулĕ. Николай Михайлович пикенсех мунча валли лапка хатĕрлет, ун аллинче кистик выляса кăна тăрать. Нумаях пулмасть вăл пÿртри кантăксене çĕнĕрен лартнă. Черетре - теплица. Николай Михайлович çуркунне унта пахча-çимĕç, калчасем ÿстерме юсав ĕçĕсене хальтерех пуçăнасшăн.

Раиса Павловнăпа Николай Михайлович пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. «1980 çулта Вырăс урамĕнчен кунта куçса  килтĕмĕр. Вырăнĕ çырма-çатраллă пулин те пĕве пурри илĕртрĕ пире. Мăшăрăмпа кĕçех йывăç-тĕм чĕртрĕмĕр. Халĕ улмуççисенчен çулсерен пысăк тухăç илетпĕр», - терĕ кил хуçи сад пахчинче. Чăн та, кĕр пуян - панулмие пуçтарса çитерейместĕн, пахчара  ура пусма вырăн çук. Раиса Павловна çимĕçрен варени-компот, пылак шыв чылай хатĕрленĕ. Кĕркунне пан улмие вырнаçтарма кăткăсрах та ытлашшине выльăх-чĕрлĕхе çитереççĕ. Техĕмлĕ апата пула ĕне сĕт лайăх антарать иккен. Продукцие кил хуçи хĕрарăмĕ пасарта сутать. Хăй вăхăтĕнче Осиповсем тÿрех виçĕ пуç  ĕне тытнă. Сĕт хакĕ ÿссен выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме шухăшлаççĕ ĕçченсем. Тата ачисем те хăйсен çемйисемпе килсе пулăшсах тăраççĕ». Пĕрле тăрăшсан тупăшне те  сахал мар илме май пур», - палăртрĕç кил хуçисем.

Ĕçлемесен пурлăх пулманнине Елизавета Никифоровна Быкова та, 44 çула яхăн Вăрнарти промкомбинатра тата стройкăра тимленĕскер, çирĕплетрĕ. Вăл килĕнче ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕсемпе пурăнать. Ĕçчен çемье чăх-чĕп, хур, сысна, сурăх, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тытать. Кинемей сурăх анчах пăранланине савăнăçлăн пĕлтерчĕ.

Аслă ăрурисем анчах мар, çамрăксем те ĕçре сатур. Кун пек чухне йывăççинчен улми аякка ÿкмест тени вырăнлă пулĕ. Андрей Осипов мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçни аванах курăнать. Тар кăларсах ашшĕпе хуралтă хăпартма никĕс хывать. «Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тимлесшĕн-ха», - ĕмĕт-тĕллеве уçса пачĕ çамрăк.

Хапăссемпе калаçнă май вĕсем хавхалануллă пулнине, тĕнчери экономика кризисĕ çинчен пачах та аса илменнине асăрхарăм. Ахальтен каламан пуль ваттисем: «Ĕçре пурнăç илемне куран». Тăрăшуллă çын ыр кăмăллă та, тарават та. 23 çул почтальонкăра вăй хунă Любовь Ивановна Моськина каланă тăрăх, мăшăрĕпе Авенир Германовичпа пĕр шухăшлă пулса виçĕ михĕ панулмие район тĕп больницин столовăйне тÿлевсĕрех панă. «Ытлашши продукцие усăллă вырнаçтарнишĕн савăнатăп», - терĕ Любовь Ивановна. Ырă ĕç тума пултаракан çын чăннипех те хисепе тивĕçлĕ.

Хапăсран хăвăртрах Анаткас Хапăса çитрĕм. Тĕрĕссипе каласан çак икĕ ял тахçанах пĕрлешĕнсе кайнă ĕнтĕ. «Халĕ Анаткаспа Хапăса пĕр ялах теме пулать, вĕсене кăнтăртан çурçĕрелле тăсăлакан тарăн çырма кăна уйăрса тăрать. Вăрнартан Шупашкара каякан аслă çулпа паралеллĕ вырнаçнă урама нимĕнле çырма та пÿлмест, кунта хăш килĕ Хапăса, хăшĕ Анаткаса кĕнине уйăрма та май çук», - тенĕ Григорий  Скворцовпа Ирина Игнатьева «Мăньял Хапăс çăлкуçĕсем» кĕнекере. Калас пулать, Анаткас Хапăсра çĕнĕ çуртсене ытларах курма пулать. Ашшĕ-амăшĕн халалне асра тытса ачисем, урăх çĕрте пурăнсан та, тăван кил вучахне сÿнме паманни савăнтарать. Александр Иванович Комаров çуралнă тăрăха Шупашкартан тăтăшах килсе çÿрет. Вăл ашшĕ-амăшĕн тĕп килне пăсман, юнашарах тепĕр çурт çĕклет. «Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван яла куçса килесшĕн», - пĕлтерчĕ Александр Иванович. Вăл строитель ĕçне хăйĕн ывăлне Артема та явăçтарать. «Ашшĕпе ывăлĕ маттурсем, - сăмах хушрĕ ĕçченсен аякри тăванĕ Галина Кузьминична Комарова. - Çулларанпах пилĕкĕсене тÿрлетмеççĕ». Ватă çын сасартăк урамра пĕр 35-40 çулсенчи ÿсĕр арçынпа хĕрарăма утса пынине асăрхарĕ те хаш! сывласа илсе: «Эй, çавсен ĕçиччен юхăнма пуçланă кил-çуртне юсама шутласчĕ те», - терĕ. Ÿсĕрсем анат хапăссем е хапăссем пулнине кинемей шарламарĕ. Паллах, ĕçчен çынна сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнисем епле шухăша ан яччăр! Галина Кузьминична хăй çичĕ теçетке урлă каçнă пулсан та анкартинче вăр-вар ĕçлет. Кăшман çулçисене хăвăрт витрене тултарать. Ĕç ветеранĕ 40 çула яхăн Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшнă, йывăрлăхра пуçа усман. Галина Комарова - ку чухнехи ăрушăн тĕслĕх вырăнче пултăрччĕ.

Ялта кам мĕнле пурăнни витĕр курăнать. Телее, ĕçченнисем, тăрăшуллисем ытларах. Кăçалхи 9 уйăхра Упнер ял тăрăхĕнче пурăнакан 17 çын Раççей Перекет банкĕн тата Раççей Ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕсенчен хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ. Теприсем, пуçаруллисем предпринимательлĕхе аталантарассипе тимлеççĕ, тăрăшакансене ĕçпе тивĕçтереççĕ. Вĕсем - Вадим Сюмайкин, Амвросий Сюмайкин, Герман Кузнецов, Юрий Антонов тата ыттисем.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 октября 2009
00:00
Поделиться
;