Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул çинче тимлĕхе ан çухат

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси - тимлĕхри яланхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Шел те, хальлĕхе ку енĕпе лару-тăру лăпкине çирĕплетсех калама çук-ха. Патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем йĕркелĕхе сыхлаççĕ пулин те, инкексем пулма пăрахмаççĕ-ха.

Юнкун район администрацийĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче шăпах çак ыйту тавра калаçнă. Ларăва комисси председателĕ - район пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров ертсе пынă. Унта «Вурнарыдорстрой» АУО-н директорĕ И.Куликов, ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Радик Убаков пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра районти çулсем çинче пĕтĕмпе 20 инкек (пĕлтĕр çак тапхăрта - 24) çырăннă. Вĕсенче пилĕк çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (иртнĕ çул 11 пулнă). 24-ăн аманнă.

Чылай инкекĕн сăлтавĕ - çуран çÿрекенсен хăйсен айăпĕ. Вĕсем ÿсĕрле автомашинăсен çулĕпе утнипе, юраман çĕртен çул урлă каçнипе, автотранспорт хыçĕнчен ăнсăртран сиксе тухнипе çыхăннă.

Çул çинчи икĕ инкек ачасем хутшăннипе пулнă. Вĕсем Вăрнар - Пăртас тата Калинино - Шăхасан автоçулсем çинче çырăннă. Икĕ тĕслĕхĕнче те ачисене амăшĕсем пăхса çитереймен, вĕсем транспорт хыçĕнчен чупса тухса машина айне лекнĕ.

Инкексем йышĕнче çавăн пекех - водитель çынсем çине кĕрсе кайни, автомашинăсем çапăнни, автомашина çаврăнса çапăнни т. ыт. те.

Комиссин иртнĕ ларăвĕнче поселокра çул-йĕр паллисене вырнаçтарассипе, вĕсене кирлĕ нормăна çитерессипе асăрхаттаруллă калаçу пулнă. Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Петр Иванов чылай ĕç пурнăçланине, çул паллисем Вăрнарта пур çĕрте те тата çынсем нумай çÿрекен çул хĕресĕсенче çутă çуккине кура ку енĕпе малашне те ĕçлессине палăртнă.

Гостехнадзор патшалăх аслă инспекторĕ Иван Тимофеев «Трактор» операци пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче пĕтĕмпе 114 тракторпа автомашинăна тĕрĕсленĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине пăснă трактористсем тĕлĕшпе протоколсем çырнă.

Комисси пăхса тухнă ыйтусемпе малашне тата тĕллевлĕрех ĕçлеме асăрхаттарнă, çул çинчи  лăпкăлăхшăн пур органсен те пĕрлешсе тимлемеллине палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;