Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулăм ырă та, усал та

Юлашки вăхăтра пушар хăрушлăхĕ çав тери ÿсрĕ. Нумай чухне кил-çурт, пурлăх çунса кĕлленнинче çынсем хăйсем айăплă.

Инкексен пысăк пайĕ ачасен айăпĕпе пулни те паллă. Çавăнпа та вĕсене пушар хăрушсăрлăхне вĕрентесси тĕп вырăнта тăрать. Калининăри шкул-интернатра ку темăна яланах тимлĕре тытаççĕ, вĕрентÿллĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. 

Çулăм çыншăн хăçан юлташ, хăçан тăшман пулни, вут-çулăм ан алхастăр тесен  мĕнле правилăсене пăхăнмалла, пушарта харпăр хăйне мĕнле тытмалла - çак тата ытти ыйтусем акă нумаях пулмасть иртнĕ калаçура та тĕп вырăнта пулнă. Калининăри психоневрологи интерначĕн пушара асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен инструкторĕ Н.Ефимова 1-4-мĕш классенче вĕренекенсемпе ăнлантаруллă ĕç ирттернĕ, ыйтусене тĕслĕхпе ирĕплетсе хуравланă.

 

Хамăр инф.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;