Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Налуксем пухассипе ĕçлемелле

Уйрăм çынсенчен пухнă çĕр тата пурлăх налукĕсем - ял тăрăхĕсен бюджетне пуянлатмалли тĕп çăлкуçсенчен пĕри. Çавăнпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен теветкеллĕн ĕçлемелле.

Районĕпе илсен вырăнти бюджетăн 90 процентне налуксемпе тултарнă. Калинино тăрăхĕнче те (пуçлăхĕ Л.Иванова), çавăн пекех Кĕçĕн Кипек (В.Верендеев), Ершепуç (Е.Музяков), Кульцав (В.Бурмистрова), Санарпуç (А.Владимиров) ял тăрăхĕсенче те кăтартусем пысăк. Пуçлăхсем яваплăха туйса тăрăшни куç умĕнче. Анчах Пăртас, Çавалкас, Ярмушка, Хирпуç ял тăрăхĕсенче налуксем пухас енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕ. Çавна кура вĕсен бюджетне укçа-тенкĕ сахалрах пырса кĕнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;