Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрлехи пурнăçа путсĕрле ĕçрен тытăнмалла-ши;..

Нумай хутлă çуртсен подъезчĕсем, хÿмесем, чукун çул вокзалĕн территорийĕ, автобус чарăнăвĕсем, кану вырăнĕсем... вандал чунлĕ çамрăксен мăшкăлĕ пулнине хăнăхрăмăр пулас. Асăрхаттарнин кăна усси çук çав. Çавăнпах та ĕнтĕ вĕсен ăссăрла ĕçне çинеинех çĕнĕрен те çĕнĕ çĕрте курма тивет.

Владимир Маяковскин сăвви аса килчĕ: «пĕтĕм çут çанталăк телефон кĕнеки», «стенасем çинче, тÿпере, Аслă Петр лашин хырăмĕ çинче... сăвă та проза, хушаматсемпе адрессем». «Кунта Соньăпа Ваня Хайловсем каннă», «Кольăпа Зина чĕрисене пĕрлештернĕ»...

Район тăрăх çаврăнсан кунашкал тĕслĕхсене çĕршер тупма пулать. Иртнĕ эрнере кăна культурăпа кану центрĕн курав залĕн ларкăчĕсене намăс сăмахĕсемпе çырса тултарнинчен тĕлĕнтĕм. Шкул ячĕсем те курăнкалаççĕ. Юнашарах вĕрентекенĕсем те пулнă пулĕ те... Кашнине асăрхаса çитереймĕн, паллах, анчах паянхи ăру харпăр хăйне тытма пĕлменни, культура çукки тÿрех куçа тăрăнать.

Тепĕр тесен мĕн тĕлĕнмелли пур - ачасем кăна мар, аслăраххисем те обществăлла вырăнсене сиенлеççĕ пулсан. Калинино енчен поселока пырса кĕнĕ чух тÿпенелле «Вурнары»  сăмаха мăнаçлăн çĕклекен стеллăна «сăнсăрлатнине» кашниех асăрханă ĕнтĕ. АликÇЛариса, ОлесяÇГриша, ДимаÇЛюда... Ç-семпе юратнине пĕлтерекен сăмахсем тата темиçе те. Пĕри теприне ирттерсе çÿлерех те çÿле кармашнă. Майне те тупнă çамрăксем, паллăн хыçал енĕн конструкцийĕ тăрăх çăмăллăнах хăпарма пулать-çке-ха.  

Стелла сăнне çывăхрах йăванакан шампань эрехĕн кĕленчисем, бокал ванчăкĕсем, пластик стакансем, Вăрнар паллине ирсĕрлетме «пулăшнă» маркерсемпе помадăсем  те пăсаççĕ. Харпăр хăй хыççăн пуçтарас тени никамăн та йăлара çук иккен.

Ăнланатăп, туй кунне кашниннех асра хăварас килет. Анчах поселок, район бюджетне мĕн чухлĕ тăкак кÿнине хăшĕ те пулсан ăнкарать-ши;  Стеллăна çакнашкал чĕркеленчĕксенчен нумаях пулмасть сăрланăччĕ, ăссăрсен аллисем ăна каллех вараларĕç. Çак паллă - Вăрнар хапхи, тĕкĕрĕ. Килен-каян тÿрех эпир культурăсăр пулнине тавçăрать ĕнтĕ. Çакă та пăшăрхантарать - общество никĕсне хывакан, ача-пăча çуратса ÿстерме хатĕрленекен, çутă малашлăха шанакан çĕн çемьесем, хăйсем те вандал чунĕллĕ пулсан, мĕнле ăру çитĕнтерĕç-ши;

Ял-поселок пурлăхне çĕмĕресси хăçан та пулсан путланать-ши; Калама хĕн. Кĕрхи кунсем çитрĕç те акă çамрăксем каллех подъездсене талпăнчĕç: ĕçеççĕ, çĕмĕреççĕ. Вĕсемшĕн юсав ирттерни те, кунсерен тасатса çуни те ним те мар. Çирĕплĕхĕ те сахалрах çав. Ак тата çак стеллăнах илер. Сиен кÿрекенсене Маяковскилле  «хушаматсем тăрăх çыракансене палăртса кашнин аллине çĕтĕк тыттармалла, çурĕмĕнчен витре çакса ямалла. Кольăсене те, Зинăсене те хăйсен ячĕсене бензинпа хураттармалла, е тата вăй-хала ахаль пĕтересрен скипидарпа тасаттармалла»;.. Ячĕсем пур, датисем паллă. Тимлĕхпе айăплисене тупас кăмăл кăна пултăр.

Ăнлантаруллă словарьте вандализма «культура тата пурлăх пахалăхĕсене юриех тата ăссăрла çĕмĕрни» тесе палăртнă. Раççей Уголовлă Кодексĕн 214-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çуртсене е ытти сооруженисене ирсĕрленĕшĕн, обществăлла транспортра тата ытти обществăлла вырăнти пурлăха сиенлетнĕшĕн 40 пин таран, е виç уйăхри ĕç укçи, е ытти тупăш чухлĕ штраф хума, 120 сехетрен пуçласа 180 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме, ултă уйăхран пуçласа çулталăк таранччен ĕçлесе юсанма е тата виçĕ уйăхччен арестлеме пăхнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;