Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван тавралăх

Генрих Михайлович Птицын Санарпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Ку тăрăхри  ятлă-сумлă çын. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ - инженер тата юрист. Хĕрĕх çула яхăн Мускавра ĕçлесе пурăнать. Ентеш тăван тăрăхра та тăтăшах пулать. Килмессерен ачалăх çулĕсене ирттернĕ ялне çитме васкать. Вунă çул  каялла, хăй 50 çул тултарнă ятпа, Генрих Михайлович ял çумĕпе иртекен çул хĕррине аллă  йывăç лартса хăварнă. Халĕ вĕсем  самаях ÿснĕ, шел, пурте сыхланса юлайман. Ку хутĕнче те Г.Птицын хăйĕн «симĕс тусĕсем» патĕнче пулчĕ, вĕсемпе киленчĕ. «Çуралса ÿснĕ вырăнтан хакли нимĕн те çук, чун çавăнтах туртать, - тет Генрих Михайлович. - тăван тавралăх илемлĕрех, хăтлăрах пултăр тесе кашниннех тăрăшмалла, йывăç-тĕм ытларах лартса çитĕнтермелле».



"Çĕнтерÿ çуле"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;