Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

УЛТАВПА ТЕЛЕЙЛĔ ПУЛАЙМĂН

Пурнăçа пĕлме çук: паян апла, ыран сисмесĕрех темĕнле сулăнкăна пырса çапăнатăн. Ял хуçалăхне юхăнтарса янă хыççăн, акă, тахçан республикипех кĕрленĕ Вăрнарти «Сельхозтехника» уйрăм çыннăн пасарĕ пулса та тăчĕ. Унчченхи цехсенче халĕ шăкăричех магазинсем уçса тултарнă. Шăнтнă пулă туянас кăмăлпа пăхкаласа çÿретĕп. Хăй вăхăтĕнче çар хĕсметне Лăпкă океан хĕрринче ирттернĕ май темĕн тĕрлĕ пулă та тутанса курнă-ха. Ăшалама тесе кефаль текеннине туянтăм. Сутуçă ăна пакета хунă чухнех ырă мар шухăш вĕлтлетсе илчĕ: «Мĕншĕн вĕрсе хăпартнă пекех чăмăркка ку пулă, кефаль кунашкал пулакан марччĕ-çке;»

Вăрттăнлăхĕ килте паллă пулчĕ. Хайхи пулла пÿрне хулăнăш пăрпа витнĕ-мĕн. Ăшалама хатĕрленĕ чухне мăлатукпа шаккаса пĕр турилкке пăр уйăртăм. Ку кăна мар, ăшăнчен те çавăн чухлех кăларса пăрахма лекрĕ - шывне пĕр-ик стаканах тултарнă пулас.

Капла мĕнле пурăнмалла; Пирĕн пеккисене кашни утасрах улталаççĕ-çке. Пуянсем чухăнсене çын вырăнне хума пăрахрĕç. Пирĕн çĕршывра хулăн кĕсьеллисем кăна хуçа, вĕсене темĕн тума та юрать. Раççейре кăна пуянни те, чухăнни те налук пĕр пек - 13 процент - тÿлеççĕ. Пуянсен налук виçине виçĕ-тăватă хут хăпартмалла пек. Çук, Патшалăх Думин депутачĕсем ĕмĕрне те çавнашкал саккун йышăнмĕç. Коррупцие хирĕç кĕрешмелли меслетсем пирки калаçнă чухне ЛДПР пуçлăхĕ В.Жириновский сăлтавсăр-мĕнсĕр персе ямарĕ пуль: «Думăна пĕтĕм йышĕпех хупса лартма тивет!»

Пире çакнашкал пурнăçпа пурăнма вĕрентесшĕн тем пекех тăрăшаççĕ. Анчах мĕнле хăнăхмалла-ши;

Советсен тапхăрĕнче, халăх контролĕнче тимленĕ чухне, çакнашкал ултавлă ĕçе пăхса тухма тивнĕччĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттере пирĕн больницăра  вăй хуракан санитарка çемйине памалла пулнă. Анчах хваттер суя хутсемпе урăх çынна куçнă. Эпир тĕрĕслеме пынă чухне урайне паркет саратчĕç, хваттере васкасах тирпей-илем кĕртетчĕç. Халăх тĕрĕслевĕ çине тăнипе черетсĕр ярса илнĕ хваттертен тухма тиврĕ. Паллах, ун чухне пысăк пуçлăхсем те сив куçпа пăхкаларĕç. Хваттерсĕр юлнă майра вара мана айăпласа тĕрмене лартасшăн тем пекех ăшталанчĕ. Шел, ĕç тухмарĕ.

Ун чухне укçа-тенкĕрен пурте пĕр шайра пулнă. Тен, пин çынтан пĕри ултавпа пуйма хăтланнă пуль. Анчах çавăн пеккисене те хăвăртах тăрă шыв çине кăларма май пулнă. Паян акă тĕрĕслекен органсен шучĕ те çук пуль, анчах халăха, патшалăха çаратакансене вĕçне-хĕрне тухса явап тыттараймастăн. Мĕншĕн тесен саккунĕсем ячĕшĕн кăна. Çавна пула ĕнтĕ эпир ултавпа кашни утасрах тĕл пулатпăр.

Тен, пурна-киле ултавпа телейлĕ пурнăç пулас çуккине ăнланма  тытăнăпăр. Анчах унччен миçе ăрăвăн утса тухма тивĕ-ши çав çулпа; Мĕншĕн куçкĕрет ултавçăсене савăнтаратпăр-ши;

Çапах та, эртелпе кар тăрсан кирек епле йывăр кĕрешÿре те çĕнтерме пулать. Çакна асра тытасчĕ кăна.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;