Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çĕнтерÿ çулне» - кашни киле

Мăн Явăшри çыхăну уйрăмĕнчи почтальонсем 2010 çулăн пирвайхи çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнассипе куллен тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах пичет изданийĕсене çитес çулшăн 350 экземпляр сарма ĕлкĕрчĕç. «Çĕнтерÿ çулне» çырăннисем те чылаййăн. Ăна ял ĕçченĕсем 60 экземпляр çырăнчĕç.

Çырăнтару ăнăçлă пырать

 

Кашни кил хаçат-журналпа туслă пултăр, унăн ăс-хакăлĕпе туллин усă куртăр тесе Мăн Явăшри Татьяна Александровна Алексеева почтальонка нумай вăй хурать. Ырă туйăмлă, ăшă туртăмлăскер, ял-йыша район хаçачĕпе яланлăхах туслаштарасшăн. Тен, çавăнпа-и, çырăнтару тапхăрĕнче кашни çынпа тĕл пулса калаçма тăрăшрĕ, ăна «Çĕнтерÿ çулне» çырăнса илме хавал пачĕ. Тăрăшни паха çимĕç пехиллет тенешкел, Татьяна Александровна, çитес çулшăн район хаçатне 47 экземпляр çырăнтарса, çыхăну уйрăмĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Район хаçатне çырăннисене тишкернĕ май, вĕсем хушшинче тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ çулти çынсене асăрхатăн. Акă Мăн Явăшри вăтам шкулти Г.Иванова педагог çитес çул валли йÿнĕ хакпа чи малтан çырăнчĕ. Пенсионерсем те чылаййăн. Ватлăхри канăва тухнă П.Языков, В.Толстов, М.Михайлова, «Çĕнтерÿ çулĕпе» чылайранпа туслашнăскерсем, çитес  çулта та унăн страницисене вуласа киленĕç.

- Манăн чи юратнă хаçатсенчен пĕри вăл - район пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштараканни - «Çĕнтерÿ çулĕ». Ăна малтан пуçласа вĕçне çитичченех вуласа тухмасăр алран пăрахмастăп. Чылайранпа çырăнса тăраканскерне, çитес çултан та илсе тăрăп. Сире, район хаçатне куллен вуласа тăракансене, яланлăхах унпа çывăх туслашма, ăна çитес çулшăн çырăнса илме сĕнетĕп, - терĕ Галина Николаевна Иванова педагог.

Хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăрта Çăкаллă Явăшри Валентина Максимовăпа Уйкас Явăшри Марианна Ястребова почтальонкăсем пичет изданийĕсене сармалли виçене пĕлтĕрхи шая çитерчĕç. Халĕ вăтамран кашни кил пĕрер экземпляр ытла хаçат-журнал илсе тăрать.

Савăнтаракан кăтартусемпе паллаштарнă май, çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Светлана Аршуткина çитес çулшăн пичет изданийĕсене мĕнле çырăнтарнипе паллаштарчĕ.

«Эпир хаçат-журнал çырăнтарассипе кăçал районти çыхăну уйрăмĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Пирĕн почтальонкăсем халĕ ял халăхне 658 экземпляр тĕрлĕ йышши изданисем валеçсе тăраççĕ. Вăл шутран район хаçачĕ 115 экземпляр. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарассине кăçалхинчен чакармастпăр», - терĕ вăл.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;