Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аслă ял хуçалăх шкулĕ

         Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче патшалăх архивĕ ял çыннисен пурнăçĕнчи паллă событисем пирки малалла каласа кăтартать.

        1934 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинче аслă ял хуçалăх шкулĕ уçăлнă. Çак вĕренÿ заведенийĕн ректорĕ пулма Чăваш парти издательствин малтанхи тĕп редакторне Д.О.Ивлева лартнă. Тин çеç йĕркеленнĕ аслă шкулăн колхозсене, совхозсене, машинăпа трактор станцийĕсене, районти парти организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтермелле пулнă. Виçĕ уйрăм уçнă. Пĕрремĕшĕ (виçĕ çул вĕренмелли) парти тата совет ĕçченĕсене, иккĕмĕшĕ (икĕ çул вĕренмелли) ял хуçалăх отраслĕнчи ертÿçĕсене, виççĕмĕшĕ (пĕр çул вĕренмелли) комсомол ĕçченĕсене хатĕрленĕ. 1934 çулта икĕ çул пĕлÿ пухмалли уйрăма 78 çын вĕренме кĕнĕ. Çав шутран 22 хуçалăх ертÿçи, 9 бригадир, выльăх-чĕрлĕх фермисен 5 заведующийĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;