Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Вăрнар район администрацийĕн лару залĕнче нумай хутлă çурт-йĕр комитечĕсен председателĕсем район пуçлăхĕпе А.Кузьминпа, «Интех» компани ертÿçипе Л.Сантимерпа, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕпе В.Львовпа тĕлпулу ирттернĕ. Унта социаллă учреждени ертÿçисене те чĕннĕ. Ларăва уçнă май, А.Кузьмин тĕп ыйтăва палăртнă - ăшăпа усă курнишĕн тÿлемелли системăна 7 уйăхлă тытăма куçарасси. Хальхи вăхăтра ăшăшăн тÿлессине 12 уйăха пĕр пек пайланă. Çавна май нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен çулла та ăшăшăн тÿлеме тивет. Çав вăхăтрах ăшă парса тăракансен уншăн усă курнă тапхăртах туллин тÿлесе татма тивнине палăртнă район пуçлăхĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче вара энергоресурссемшĕн тÿлессипе нумай чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Усă курнă ăшăшăн çĕнĕлле тÿлени çак ыйтусене татса пама пулăшĕ. Ятарлă йышăну тусан çĕнĕлĕхсем çĕнĕ çултан вăя кĕме пултараççĕ.

Çурт-йĕр коммуналлă хуçалăхĕшĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри вăл - хваттерсенче пурăнакансем коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тата хваттер укçине вăхăтра тÿлеменни. Паянхи куна, Л.Сантимер каланă тăрăх, çак парăм 5 млн. 865 пин тенкĕпе танлаштарать. Нумай парăмлă хваттер хуçисене (68) 5 уйăх хушшинче электроэнергисĕр тăратса хăварнă. Анчах та çак çынсем электричество вăрламалли майсем шыраса тупаççĕ, çавăнпа парăмсене тÿлесе татма васкамаççĕ. Л.Сантимер çурт-йĕр комитечĕн председателĕсене электроэнергипе усă курнине тĕрĕслесе тăма ыйтрĕ, мĕншĕн тесен вăрланă электричествошăн çуртра пурăнакан ытти хваттер хуçисен тÿлеме тивет-çке. Çавăн пекех кăçал нумай хутлă çуртсенче тĕрлĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. 13 çуртра капиталлă юсав валли пĕтĕмĕшле 24,2 млн. тенкĕ уйăрнă.

Палисадниксене йĕркене кĕртесси, ртутьлĕ энерги перекетлекен лампочкăсем валли ятарлă ещĕксем вырнаçтарасси, ача-пăча площадкисене çÿп-çапран тасатса тăрасси, вĕсене юсасси - çак ыйтусене хускатнă çурт-йĕр комитечĕсен председателĕсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;