Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуçелĕк вырăнне

«Суйласа илнисем» - Петĕр Ялкирĕн пĕтĕм пултарулăхне палăртма халалланă пуянлăх. Самай сулмаклă сборнике (511 стр.) Чăваш кĕнеке издательствинче пиллевлĕ кăмăла тĕпе хурса, вăй çитнĕ таранах тимлесе-тăрăшса хатĕрленĕ. Хуплашкари нумай тĕслĕ ÿкерчĕк илĕртÿллĕ те чунлă - ак ĕнтĕ, сирĕн ума автор хăй утса тухнă, асилÿпе шухăша путнăскерĕн, каласа кăтартмалли пайтах пулĕ çав...

Унчченхи пĕр аллă кĕнекерен сăвăсем, юрăсем, поэмăсем, куçарусем тата пьеса суйласа илнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петĕр Çăлкуç. Художниксем - И.В.Алексеев, С.А.Бритвина. Кĕнеке умсăмахне «Телей кĕввин юрăçи» ятпа филологи докторĕ Виталий Родионов профессор çырнă. «Петĕр Ялкир хăйне туй ачи пек, телей кĕвви янратакан пек курнă, - тенĕ. - Эппин, вăл хăйне чи малтан артист (туй ачи мĕншĕн артист ан пултăр;) тата юрăçă (юрлакан кăна мар, ăна хайлаканĕ те) тесе хакланă. Калăр-ха, паянхи хăш сăвăç хăйĕн çине çавнашкал мисси илме пултарайĕ;..» Литературăпа журналистикăра П.Ялкир вăркăнса кĕмен жанр çук та пулĕ. Ачасем валли нумай хутчен сăвă-юрă кĕнеки кăларчĕ. Культура анинче вăй хунă хушăра халăх театрĕсем валли ятарласа пьесăсем çыратчĕ, йăла-йĕрке уявĕсене чăвашла ирттерме сценăсем, сценарисем хатĕрлетчĕ. Кĕнекери «Ачалăх сукмакĕ» пая паллăрах сăвви-юррисене утмăл ытла кĕртнĕ. Вăрнарта «сарăмсăр çумăр» драмине лартнăччĕ, «Вутлă вĕçевĕсене» ялти клубсенче кăтартнăччĕ. Уявсен хайлавĕсемпе («Çĕн çула чыслар-и;», «Сур-хури», «Çăварни», «Анне», «Ветеран», «Çимĕк», «Акатуй», «Республика кунĕ», «Кĕрхи уявра» тата ытти те) халь те анлă усă кураççĕ. Поэт 250 юрă шăратнă, паллă композиторсемпе пĕрле ĕçленĕ, ку кĕнекене анлăрах сарăлнисене кĕртнĕ. Вăл, çавăн пекех, халăх юрри пулса кайнисене вырăсларан е украинларан чăвашла куçарнă («Священная война», «Катюша», «В землянке», «Жди меня», «Огонек», «Синий платочек», «Темная ночь», «Запрягайте, хлопцы, коней» - кĕнекере пурĕ 23). Поэт Мускавран, тăванла республикăсенчен Шупашкара, Вăрнара килсе çÿрекен поэтсемпе писательсен ушкăнĕсене хастар хутшăнатчĕ. Çавна май вĕсен произведенийĕсене чăвашла пайтах куçарнă. Кĕнекене кĕртнисен ретĕнче классиксем чылай: А.Пушкин, М.Лермонтов, Н.Некрасов, С.Есенин, В.Маяковский, М.Светлов, Я.Смеляков, Л.Мартынов, М.Джалиль, Д.Кугультинов... Литинститутра пĕрле вĕренекенсене те куçарнă: Р.Гамзатов, Е.Евтушенко, К.Ваншенкин, Р.Рождественский, С.Орлов, В.Федоров... Фронтра çырнисем, вăрçа астунисем («Салтак сасси»), лирика  ярăмĕ («Юрату кăварĕ»), «Поэмăсем», «Кулăш кушелĕ», «Юптарусем» уйрăмшарăн вырнаçнă.

Петĕр Çăлкуç асилет: «Петр Алексеевич пĕррехинче ман пата питĕ çĕкленÿллĕ кăмăлпа пырса кĕчĕ. Пĕлетĕн-и, - терĕ, - Хĕрлĕ Чутай районĕнче пултăмăр. Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Сергей Гапликовпа ларса кайса килтĕмĕр. Манăн сăвăсем хăйне питĕ килĕшнине пĕлтерчĕ. Эпĕ халиччен те сумлă, хулăн кĕнеке кăларайманнинчен тĕлĕнчĕ. Паянах ал çыру хатĕрлеме тытăнăр, пулăшатпăр тесе савăнтарчĕ». Ку кĕнеке çапла çуралнă-мĕн. Юрий Айташ ертсе пынипе ăна Писательсен союзĕнче пăхса тухнă.

Савнă çыннине халалланă сăввинче Алексей Воробьев çапла каланăччĕ:

... Çĕн сăвă кĕнеки, пуçелĕк,

Эс хур ман сарă тупăка.

Унта - ман ĕмĕр, манăн сассăм.

Унта - санпа ман чĕресем.

Нумай, нумай килет пурнассăм -

Кĕлри кăвар пек чĕрĕлем!

Вăхăт систермесĕр çиçкĕнет. П.Ялкир пиртен уйрăлнăранпа раштавра виçĕ çул çитет. Манăçмасть поэтăмăр: пуçелĕкĕ хăй кĕтнĕ пекех пулса тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;