Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕтел хушшине ларсан çĕр ĕçченне аса ил...

Тарпа пиçнĕ хул-çурăм... Ĕçпе кушăрханă алăсем... Аптраманлăх, тÿсĕмлĕх... Хресчене сăнлакан сăмахсене вĕçĕмсĕр тăсма пулать. Вăл ирĕн-каçăн вăй хунипе сĕтел çинчен çăкăр-тăвар татăлмасть. Хресчен йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçре хастар пулчĕ. Тăрăшни харама каймарĕ. Акă ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тимлекенсен уявне ирттернĕ кун Вăрнарти культура çуртĕнчи фойере уй-хир культурисенчен йĕркеленĕ куравпа кашниех паллашма пултарчĕ. Тухăç чăнах куçа савăнтарать. Ку çул та район аграрийĕсем ял хуçалăх çулталăкне лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ: тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 35100 тонна, çĕр улмие 25720 тонна пухса илнĕ. Уй-хир «ылтăнĕн» тухăçĕ - 25,7 центнер, «иккĕмĕш çăкăрăн» - 197,4 центнер. Уява килнисем Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă «Тăван çĕрĕн шăпи» сăнÿкерчĕксен  куравĕпе те кăсăкланса паллашрĕç. Хăмлаçă, уй-хирте, фермăра ĕçлекен, килти хушма хуçалăха аталантаракан - пурте вĕсем тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем. «Ĕç - пурнăç тыткăчи. Кăçал та хресчен ырми-канми тăрăшса лайăх тухăç илчĕ. Ĕç паттăрĕсем, тав тăватпăр сире чĕререн», - терĕ район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин уява уçса.

Ертÿçĕ пултарулăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен хуçалăх мĕнле утăмсемпе пырасси килет. Район пуçлăхĕ тĕслĕх вырăнне «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн заместительне Борис Семенова (маларах хуçалăх тилхепине тытса пынă) илсе кăтартрĕ. Хастар тимлекене Чăваш енре кăна мар, Мускавра та пĕлеççĕ. Борис Николаевич çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пырать, тупăш илмелли çăлкуçсем шырать. Вăл мал ĕмĕтлĕ пулнăран «Агрохмель» хуçалăхра хăмла ĕрчетессипе тухăçлă ĕçлеççĕ. «Симĕс ылтăн» пахчисене çултан çул ÿстерсе пыраççĕ. Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсенчи кăтартусем те лайăх. «Борис Николаевич Семенов - Вăрнар районĕн мăнаçлăхĕ», - палăртрĕ Анатолий Кузьмин. Фермерсем те район агропромышленноç комплексне аталантарнă çĕре сумлă тÿпе хываççĕ. Хресчен чунĕллĕ ĕç çыннисенчен пĕри - Алексей Яковлевич Игнатьев фермер. Унăн хуçалăхĕнче 100 гектар çинчен «иккĕмĕш çăкăра» 5 кун хушшинче пуçтарса кĕртнĕ. Район пуçлăхĕ фермер чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулнине çирĕплетрĕ.

Паллах, агропромышленоç комплексĕн аталанăвĕ пирки сăмах пынă чух Вăрнарти аш-какай комбинатне асăнмасăр иртейместĕн. Агрохолдинг - Атăлçи федераци округĕнчи паллă организацисенчен пĕри. 7 пин ытла гектар çинче ял хуçалăх культурисене туса илет, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарать. Комбинатăн таварĕсене пур çĕрте те хапăлласа туянаççĕ.

Анатолий Кузьмин Мускаври апат-çимĕç ресурсĕсен  департаменчĕн ертÿçин Александр Бабуринăн Саламлă телеграммине вуласа пачĕ. Унта вăл районти ял хуçалăх организацийĕсене пахалăхлă продукципе тивĕçтернĕшĕн тав тăвать.

Кĕркунне, ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленсен, ĕç-хĕле пĕтĕмлетме вăхăт. Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх район агропромышленноç комплексĕнчи «Мураты», «Знамя», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч» кооперативсем, «Агрохмель» тулли мар яваплă общество, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ ÿсĕм тунă, уйрăм номинацисенче çĕнтернĕ. Асăннă ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене сцена çине хăпарма тиврĕ. Анатолий Кузьмин вĕсене савăнăçлă лару-тăрура районăн Хисеп Грамотисене тата укçан преми пачĕ.

Уйрăм çынсем те ял хуçалăх продукцине туса илеççĕ. Хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисене аталантарасси - вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Калинино ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Людмила Иванова) ку енĕпе ыттисене тĕслĕх кăтартать. Кунта тăхăр уйăхра мĕн пур тытăмри хуçалăхсем ял продукцине ытларах туса илнĕ. Яваплă çынсем тăрăшнипе ялсен сăн-сăпатне улăштарассипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Малта пынăшăн Калинино ял тăрăхĕ районăн Хисеп Грамотине тата укçан премие тивĕçрĕ.

Уявра Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Павлов сăмах илнĕ май Вăрнар районĕ бюджет укçи-тенкине тĕллевлĕ усă курассипе лидер пулнине, ял хуçалăх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программине пурнăçлассипе те кăтартуллă тимленине каларĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене - пысăк хисеп. «Санары» агрофирмăн ертÿçи Роберт Игнатьевич Петров «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ, Сергей Павлов Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе Ираида Никифорована («Янгорчино» кооператив), Иосиф Афанасьева («Агрохмель»), Михаил Владимирова («Мураты») тата аш-какай комбинатĕнчи Николай Тихоновпа Вера Андреевана чысларĕ.

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене професси уявĕпе Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе тимлекен комитетăн председателĕ Николай Малов саламларĕ, тепĕр çул ĕç кăтартăвĕсене тата ÿстерме нумай вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ. Сумлă хăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп Грамотипе «Агрохмель» агрофирмăн ертÿçин заместительне Борис Семенова чысларĕ. «Хресчен алли ылтăн, - терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов. Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем - ырă ятра. Матур ĕçлекенсем район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Кредит ресурсĕсемпе хуçалăхсем туллин усă кураççĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри ертÿçин заместителĕ Ирина Кошкина тата Перекет банкĕн Вăрнарти хушма офисĕн заведующийĕ Надежда Григорьева тачă çыхăну тытнăшăн. Вăрнарти аш-какай комбинатне, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсене, Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Победа», «Броневик» кооперативсене аталану çулĕпе пыма сунчĕç. Ертÿçĕсене Тав Çырăвĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Çамрăк ăру та çĕр-аннемĕре хисеплет, унăн пуянлăхне упрассишĕн тăрăшать. Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕренекенсем акă «Гвардеец»  агрофирмăна çулленех уй-хир ĕçĕсене ирттерме пулăшаççĕ. Хуçалăх ертÿçи Вениамин Федоров парнеленĕ волейбол мечĕкĕсем - яшсемпе хĕр-упраçшăн чăн савăнăç пулĕ.

Раççей Ял хуçалăх центрĕн районти филиалĕнчен те аграрисем ыр сăмаха тивĕçрĕç.

Професси уявĕ ячĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çеçпĕл» ансамблĕ пысăк концерт кăтартрĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;