Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар ачисем - Раççей конкурсĕсенче

Тĕнче уçлăхĕ кашни çыннах, уйрăмах ачасене, илĕртет. Вĕсем хамăрăн паллă летчик-космонавтсен çăлтăрлă çулĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Акă Мăн Явăшри вăтам шкулта пиллĕкмĕш çул çамрăк космонавтсен отрячĕ ĕçлет. Вăл республикăра, Раççейре иртекен конкурссенче те пĕрре мар палăрчĕ.

Иртнĕ эрнере кăна кăçалхи çĕнĕ отряд (7-мĕш класс) «Çăлтăрлă çул» республикăри акцие хутшăннă. «Чăвашсен мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă курав презентацийĕ» номинацире тупăшнă. Ачасем А.Николаев Вăрнарта пулнă самантсене фотовыставкăна пуçтарнă, проектпа тата презентаципе иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Темиçе çул çак отрядăн борт-инженерĕ Пулнă Лилия Владимирова вара Раççейри конкурсра - Çамрăксен Х-мĕш Циолковский вулавĕнче - палăрнă.

Çак конкурса СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Виктор Савиных пуçарнипе космонавтикăна пуçарса яраканне Константин Циолковские халалласа1989 çултанпа ирттереççĕ. Çамрăксен форумĕ çĕршыври тата тĕнчери космоавтика çитĕнĕвĕсене вĕрентес, пултаруллă çамрăксене тупса апалăртас тĕллевлĕ.

Циолкоский вулавĕсене, вăл октябрĕн 21-23-мĕшĕсенче Кировра иртнĕ, Лилия «Он строил Байконур» ĕçпе хутшăннă. «Авиаци тата космонавтика историйĕ» секцире вăл хамăр ентеш Байконур космодромĕн ветеранĕ, çар строительствин отличникĕ Эрик Васильевич Васильев çинчен каласа панă. Ытти регионти ачасен 29 ĕçĕ хушшинче Лилия Владимирован вулавĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Руководителĕ - Мăн Явăшри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитании енĕпе ĕçлекен çумĕ Альбина Васильевна Павлова.

Хĕрачашăн çак конкурс çав тери асра юлнă. Вăл космонавтикăн паллă ĕçченĕсемпе деятелĕсенчен автографсем илме, вĕсемпе куçа-куçăн калаçма пултарнă. Çавăн пекех Лилия хăйне инçе çула кайма пулăшнăшăн спонсорсене те - Виталий Львова тата Геннадий Спиридонова - чĕререн тав тăвать. 

Хапăсри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Инга Егорова вара ачасен ÿкерчĕкĕсен «А.С.Пушкин ачасен куçĕпе» пĕтĕм тĕнчери пиллĕкмĕш конкурсра палăрнă.

Конкурса йĕркелекенĕсем - А.С.Пушкинăн патшалăх историпе литература музей-заповедникĕ, Мускаври «Парижская коммуна» атă-пушмак фабрики, «Новый центр» издательство, «Газпром» АУО-н «Газобезопасность» тулли  мар яваплă обществи, «Юный художник» журнал редакцийĕ.

Инга Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн Хапăсри филиалĕн художество уйрăмĕнче вĕренет, унăн ÿкерес ăсталăхне кружок ертÿçи Ольга Александровна Храмова та ырласа палăртать.

Конкурсра çĕнсе илнĕ Дипломпа хĕарача акă çитес çул тăршшĕпех А.С.Пушкинăн патшалăх историпе литература музей-заповедникĕнчи мĕнпур выставкăпа экспозицисене тÿлевсĕр çитсе курма пултарать. Ытти парнисем те сумлă, посылкăпа килнĕ кĕнекисем çÿлĕк çине чи курăнмалла вырăна вырнаçнă ĕнтĕ. «Парижская коммуна» фабрикăн пушмакĕ вара ачана çитĕнÿпе хавхаланса «вĕçсе» кăна çÿреме, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕмĕтсем патне ăнтăлма пулăшĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;