Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿçĕсене сума сăвар

Ял хуçалăх çулталăкĕнче ирттернĕ ĕçлĕ ăмăртура мала тухнисем:

 

Ял хуçалăх культурисене чи нумай пухса кĕртнĕшĕн

- «Мураты» кооператив (председателĕ Г.П.Спиридонов). Тĕш тырăсене 20162 центнер пухса илнĕ. Вăтам тухăç - 42 центнер.

- «Знамя» (председатель В.И.Васильев). Çĕр улмине 17346 центнер пухса илнĕ. Вăтам тухăç - 315,4 центнер.

Усă куракан 100 гектар пуçне чи нумай аш-пăш, сĕт туса илнĕшĕн, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстернĕшĕн

- «Янгорчино» кооператив (председателĕ Г.В.Романов) Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 914 центнер сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен 4180 килограмм сĕт суса илнĕ.

- «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи (генеральнăй директорĕ Ю.А.Попов). Усă куракан 100  гектар çĕр пуçне 217 центнер аш туса илнĕ. Тăхăр уйăхра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 1236 пуçа çитнĕ, çав шутран ĕнесем - 375.

Хăмла çитĕнтерессипе тухăçлă ĕçленĕшĕн

- «Агрохмель» (директорăн заместителĕ Б.Н.Семенов). Хăмла пахчисене 6 гектар ÿстернĕ. Хăмлана кашни гектартан вăтамран 11 центнер пăхса илнĕ.

Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнĕшĕн

- «Луч» кооператив (председателĕ В.Н.Ижелеев). Пушă выртакан 300 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкциленĕшĕн тата çĕнетсе улăштарнăшăн

- Карл Маркс ячĕллĕ кооператив (ертÿçи В.Ф.Шумилов). 400 пуç выльăх-чĕрлĕх вырнаçмалăх витесене реконструкциленĕ тата çĕнетнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем районăн Хисеп грамотине тата укçан премие - укçан премие - 15 пиншер тенке - тивĕçнĕ.

Продукци тирпейленĕшĕн

- «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă общество (директорĕ Н.В.Аливанов). Промышленноç продукцин калăпăшне тата ассортиментне ÿстернĕ. Ĕç укçи иртнĕ çулхинчен 10 процент хăпарнă.

Предприятине районăн Хисеп грамотине тата 30 пин тенкĕ панă.

Районти агропромышленноç комплексĕн чи маттур ĕçлекенĕсем

 

«Чи лайăх комбайнер»

- Николай  Юрьевич Тихонов - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн комбайнерĕ. 21015 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.

 

«Чи лайăх тракторист»

- Василий Порфирьевич Илларионов - «Броневик» кооперативăн тракторисчĕ. Утă рулонĕсене 600 тонна  турттарнă.

 

«Чи лайăх водитель»

- Александр Васильевич Зайцев - Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн водителĕ. Ял хуçалăх культурисене 4800 тонна турттарнă.

 

«Чи лайăх доярка»

- Ирина Павловна Няга - «Янгорчино» кооперативăн доярки. Кашни ĕне пуçне 4481 килограмм сĕт суса илнĕ.

 

«Чи лайăх сысна пăхакан»

- Лариса Анатольевна Михайловпа (Вăрнарти аш-какай комбиначĕ). Тĕп сысна аминчен 22 çура илнĕ.

 

«Мăйракаллă шултра выльăхсене чи лайăх самăртакан»

- Александр Анатольевич Ерошин («Кольцовка» кооператив). Выльăх-чĕрлĕхе талăкра 952 грамм ÿт хушăнтарса пынă.

 

«Уй ĕç ăсти»

- Елена Николаевна Тимофеева («Хорнзор» хуçалăх). Шанса панă ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимлет.

 

«Тирпейлекен промышленноçра чи хастар тимлекен»

- Валериан Николаевич Багров (Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцине тирпейленĕ çĕрте пысăк ÿсĕм  тунă.

 

Çĕнтерÿçĕсене районăн Хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 октября 2009
00:00
Поделиться
;