Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш литературин классикĕ, поэчĕ, драматургĕ, прозаикĕ, куçаруçи Çĕçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитет. «Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ» патшалăх учрежденийĕнче Çеçпĕл Мишшин политикăри ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, вăл ал пуснă тата çырса хатĕрленĕ документсем, поэтăн юлташĕсен аса илĕвĕсемпе çырăвĕсем упранаççĕ.
Кунта илсе кăтартнă документсем Çĕçпĕл Мишшин пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланакансене интереслĕ пулмалла.
Федор Николаевич Пакрышен хăйĕн çырăвĕнче поэт вилĕмĕ çинчен çапла аса илет (1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ): «Эпĕ Чăваш çĕрĕнче çуралнă Михаил Кузьминăн юлташĕ. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче манăн чĕрене çывăх, нихçан манăçми юлташ тата тăван Çеçпĕл Мишши вилнĕренпе 5 çул çитрĕ. Çак вăхăтра ман чĕрене çунтаракан ырăтăва нимĕнле сăмахсемпе те каласа пама çук. Çеçпĕл Мишшипе эпир 1921 çулта Крымри «Евпаторире» паллашрăмăр. Пире иксĕмĕр те поэзие юратни çывăхлатрĕ. Вăл маншăн пичче вырăнне пулса тăчĕ... Вăл вăхăтра выçлăх хуçаланатчĕ. Ÿнер шкулĕнче вĕренес ĕмĕт пурнăçланайманни Ç.Мишшине Хĕрлĕ Çара Киев хулине илсе кайрĕ. Хĕрлĕ Çарта паракан паек унăн сывлăхне самаях хавшатрĕ. Эпĕ ыйтнипе 1922 çулхи нарăс уйăхĕнче вăл ман пата яла килчĕ... Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Остер хулинче выçăпа аптракансене пулăшакан инструкторта ĕçлеме пуçларĕ. Ун таврашĕнчи çынсем Çеçпĕл Мишшине сăввисемшĕн тата уçă та тÿрĕ кăмăлĕшĕн юрататчĕç...»
Наталья Николаевна Рубис аса илĕвĕсенчен (1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ): «... Çеçпĕл Мишши - çуркунне пĕрремĕш шăтса тухакан чечек евĕр. Поэтăн пурнăçĕ те çеçпĕл  чечекĕ пекех кĕске ĕмĕрлĕ пулчĕ. Халĕ, унăн поэзийĕн чăн пĕлтерĕшне ăнланнă май, 19 çул хушшинче манăçма пуçланă Ç.Мишши сăнарĕ çĕнĕлле чĕрĕлсе тăрать. Вăл кĕрешÿçĕ, революционер, çывăх юлташ пулнă. Мĕншĕн-ха пурăннă чух эпир ăна пĕлсе çитереймерĕмĕр, мĕншĕн-ха вăл пирĕнтен хăйĕн чунри пуянлăхне вăтанса пытаратчĕ. Пирĕн пата, Остер хулинчи уземпайне килнĕ чухне вăл шăпăрт та сăпайлăччĕ. Унăн ĕç сĕтелĕ эпĕ ĕçленĕ комнатăн кĕтесĕнче вырнаçнăччĕ. Вăл пĕчченех, пулăшакансемсĕрех, нумай та тăрăшса ĕçлетчĕ. Ç.Мишши нихăçан та кулмастчĕ, яланах шухăшлă çÿретчĕ. Ас тăватăп: манан ăна хавхалантарса йăпатас килетчĕ. Вăл хăйĕн инçетри тăван çĕршывĕ пирки тунсăхлатчĕ пулĕ тесе шутлаттăм. Эпир яланах Михаил Кузьмичпа нумай калаçаттăмăр. Вăл вырăсла лайăх пĕлни мана тĕлĕнтеретчĕ...»
Петр Сергеевич Слесарев (1950 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕ): «... Эпĕ унпа революци çулĕсенчи çамрăклăхăн чи лайăх çулĕсене пĕрле ирттернĕ, пĕрле Теччĕри учительсен семинаринче Октябрьти революцине кĕтсе илтĕмĕр, 1918 çулта партине кĕтĕмĕр. Теччĕре те парти ĕçĕсене пĕрлех пурнăçларăмăр... Çеçпĕл Мишши вăтам пÿллĕ, вăрăм хура çÿçлĕ чăваш каччиччĕ. Вăл вăйлă та çирĕп юратма пĕлетчĕ. Çеçпĕл Мишши кĕрешÿçĕ пулнă. Унăн вăйĕ тавлашура палăратчĕ. «Пурнăç вăл - кĕрешÿ», - тесе калама юрататчĕ вăл. Ç.Мишши сăнарĕ, ăна  пĕлнĕ çынсен асĕнче, яланах çутă...»
 


"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;