Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Этем тивĕçлĕхне çÿле çĕклет

Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем - хисепре, мĕншĕн тесен вĕсем этем тивĕçлĕхне çÿле çĕклеççĕ.
Валерий Филиппович Шумилова хуçалăх ĕçченĕсем мал ĕмĕтлĕ, хресчен чунĕллĕ ертÿçĕ тенине пĕрре мар илтнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Карл Маркс ячĕллĕ кооператив умри йывăрлăхсене пăхмасăр ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать: кăçалхи вунă уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 77,7 центнер аш, 665,6 центнер сĕт туса илнĕ. Валерий Шумилов тилхепене çирĕп тытса пынăран хуçалăх кăçалхи ĕçлĕ ăмăртура «Выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкциленĕшĕн тата çĕнетсе улăштарнăшăн» номинацире çĕнтернĕ, районăн Хисеп грамотине тата укçан премие тивĕçнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;