Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕвел, сывлăш тата шыв - пирĕн чи лайăх туссем

Калинино шкулĕнче «Эпир сывă пурнăçшăн» икуйăхлăх малаллах пырать. Ачасен сывлăхне упрас тата ăна çирĕплетес тĕлĕшпе кашни класс ертÿçи ăнăçлă ĕçлет, хăйсен пултарулăхĕсене уçă класс сехечĕсенче тата ытти мероприятисенче кăтартаççĕ.
Акă 3 «б» класс ачисем те маттуррисем хушшинче Çирĕп сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла; Çак ыйту çине хуравласа эпир тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттертĕмĕр. «Хĕвел, сывлăш тата шыв - пирĕн чи лайăх туссем» девизпа ĕçлесе пынă май, «Ÿт-тир тата унăн тасалăхĕ», «Ыхрапа пылăн сиплĕхĕ», «Сывлăха мĕнле çирĕплетмелле;» темăсемпе калаçу сехечĕсем* Тасалăх патши, Тура принцесса, Сăмса тутрипе Шăл щетки королевăсем çинчен викторинăсем ирттертĕмĕр. Вĕренекенсем хушшинче сывлăх çинчен çырнă сăвăсен конкурсĕ пулчĕ. Вĕсем хăйсем çырнă тăватă йĕркеллĕ пĕчĕк сăввисемпе паллаштарчĕç. Чи лайăххисене «Сывă пурнăçшăн» ятлă буклетра пичетлерĕмĕр. Кашниех буклетпа паллашнă май, тасалăхпа тата спортпа туслă пулмалли, тĕрĕс апатланмалли, сиенлĕ йăласен хăрушлăхĕ çинчен нумай пĕлчĕç. Куç ан пăсăлтăр тесен мĕн тумаллине, кĕнеке-хаçат вуланă чух мĕнле правилăсене пăхăнмаллине те çак буклетрах асăнса хăварнă.
Çавăн пекех Сывлăх кунĕнче пуçламăш классем хушшинче ăмăрту-вăйă иртрĕ. 3-мĕш классем малти вырăна тухрĕç.
Юлашки мероприятисенчен пĕринче халĕ чи анлă сарăлнă грипп чирĕнчен мĕнле сыхланмалли тата унпа мĕнле кĕрешмелли çинчен калаçрăмăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;