Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕрке хуралçисене чысланă

Кăçалхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче милици ĕçченĕсем хăйсен професси уявне 92-мĕш хут паллă турĕç. Республикăра  тĕп уяв каçĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Йĕрке хуралçисене Николай Федоров Президент, республикăри  шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов саламланă, çăмăл мар службăра чăтăмлăх, çирĕп сывлăх суннă. «Тăван çĕр-шыва тăшмансенчен хÿтĕлесси - çакнашкал професси пур. Анчах питĕ кăткăс, хăрушлăхпа çыхăннă тата тепĕр професси çынсене саккуна пăсакансенчен хÿтĕлесси...», - тенĕ  Президент хăйĕн сăмахĕнче. Службăра уйрăмах палăрнă милиционерсене те пысăк сцена çинче чысланă, кăкăрĕсем çине  медальсем çакса янă.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче те профессиллĕ уява халалланă пуху савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ, ăна пай пуçлăхĕ Ф.Тимофеев салам сăмахĕпе уçнă. Паянхи йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен кăткăс вăхăтра саккунлăха тивĕçтерме тивнине палăртнă вăл. Анчах хăйсен служби çынсен сыхлăхĕшĕн, хÿтлĕхĕшĕн пĕлтерĕшлине нихăçан та манмалла маррине, çавăнпа та пĕтĕм вăя тата пултарулăха, вăхăта шеллемесĕр кунсерен тăрăшмаллине çирĕплетнĕ. Уяв хăни - район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Борисов - шалти ĕçсен  пайĕнче тимлекенсене районти йĕркелĕхе асăрхаса тăнăшăн, поселокра массăллă мероприятисене ирттерме яланах  çирĕп пулăшу панăшăн тав тунă, Вăрнар районĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Савăнăçлă пухура шалти ĕçсен районти пайĕн историне, пĕрремĕш ертÿçĕсене сумлă ветерансене аса илнĕ. Вĕсем поселокра, ялсенче йĕркелĕх хуçаланассишĕн тĕрлĕ саманара вăй хунă. Паянхи сотрудниксем вĕсенчен тĕслĕх илсе пыраççĕ, пурнăçа кĕрекен çĕнĕ технологисемпе усă курса преступниксен çулне пÿлес ĕçе татах та çÿллĕ шая кăлараççĕ.
Чуна парса ĕçлекенсем яланах хисепре. Пысăк çитĕнÿсем тăрăшулăха, ĕçе лайăх пĕлнине, ăна профессионаллă пурнăçланине кăтартаççĕ. Малтисене вара шалти ĕçсен министерстви хавхалантарсах тăрать. Уяв кунĕнче те районти йĕрке хуралçисенчен нумайăшĕ пысăк наградăсене тивĕçрĕ, шалти ĕçсен пайĕн грамотисене те нумайăн илнĕ. Пай пуçлăхĕн кадрсем енĕпе тимлекен помощникĕ Л.Забирова лайăх кăтартусемпе палăрнă милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене, киревсĕр ĕçсене уçса парассипе вăй хуракан криминаллă милици сотрудникĕсене тата ыттисене ырă ятпа асăннă, тав тунă.
Йĕрке хуралçисем патĕнче çак кун районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем те хăнара пулнă, хăйсен юрри-ташшисемпе уява пуянлатнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;