Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕт хакланнă, сахăрпа çăкăр йÿнелнĕ

Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш енре кăçалхи октябрьте сахăр хакĕ - 9,2Š, çавăн пекех çăнăх, çăкăр изделийĕсен, улма-çимĕç продукцийĕн, çĕрулми, макарон-кĕрпе, пулă-аш продукчĕсен, тăвар, специ, концентратсен хакĕсем 4,8 - 0,2Š чакнă.
Çав вăхăтрах алкогольлĕ шĕвексем, чей, кофе, кондитер изделийĕсем, улма-çырла тата пахча-çимĕç консервисем, сыр, мороженăй, çу, çăмарта, сĕт, сĕт продукцийĕ унчченхинчен 0,1 - 3,1Š хаклăрах, пуринчен ытла сĕтшĕн - 3,1Š ытларах тÿлеме тивнĕ.
Çынна пĕр уйăхра кирлĕ апат-çимĕçĕн пуххин чи пĕчĕк виçи октябрьте 1751,23 тенкĕ тесе палăртнă. Вăл, сăмах май, 2,1Š йÿнелнĕ.
Апат-çимĕç мар таварсем хушшинче сехетсен, табак изделийĕсен, пусма, сăран атă-пушмак, тум-тир, фарфор-фаянс савăт-сапа, канцеляри хатĕрĕсен тата ытти япаласен хакĕсем хăпарса кайнă пулсан, сĕтел-пуканпа телерадиотаварсем, спорт инвентарĕ медицина таварĕсем, стройматериалсем, нефть продукчĕсем йÿнĕрех пулнă.
Тĕрлĕ тивĕçтерÿсене илес-тĕк, вĕсемшĕн вĕрентÿре, çыхăну тытăмĕнче, коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕрте, спортра тата ытти сферăра кĕсьерен нумайрах кăларса пама тивет.


"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;