Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван та хаклă çĕршывăм, эсĕ мана шанма пултаратăн!

2009-мĕшне Раççейре Çамрăксен çулталăкĕ тесе палăртнăран, республикăра çамрăксен юхăмĕн историйĕпе çыхăннă ыйтусене пĕлтерĕшлĕ вырăн уйăрчĕç. Чăваш Республикин хальхи историн патшалăх архивĕ ун йĕркипе акă «Тăван та хаклă çĕршывăм, эсĕ мана шанма пултаратăн!» электронлă издани хатĕрленĕ. Ун презентацийĕ ĕнер иртнĕ.
Электронлă издание патшалăх архивĕн докуменчĕсем тăрăх хатĕрленĕ. 400 ытла документаллă материалпа таат фотодокументсемпе усă курнă. Вĕсем çамрăксен чăваш патшалăхне туса хурас тата çирĕплетес ĕçри, йывăр çулсенче Тăван çĕршыв хÿтлĕхĕнчи, республикăн экономика, наука тата культура аталанăвĕнчи вырăнне çутатаççĕ.
Электронлă издани çамрăк ăру иртнĕ ĕмĕр тăршшĕпе тата 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршывăн, çавăн пекех Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика тата культура аталанăвне тÿпе хывнине истори станицисем, кăсăклă фактсем, тĕрлĕ пулăмсем урлă кăтартса парать. Кунтах республикăра çамрăксен юхăмĕ мĕнле çуралнипе, пионерсен организацийĕ йĕркеленнипе, хутла пĕлменнипе, выçлăхпа тата ишĕлÿ тапхăрĕпе  кĕрешнипе, çамрăксем колхозсем чăмăртассипе, пĕрремĕш промышленность предприятийĕсем çĕклессипе, çеремсем уçассипе, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе мĕнле ĕçленипе, вĕсен вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕпе, çамрăксен тата ачасен организацийĕсемпе  паллашма пулать.


"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;