Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ тĕс çĕнĕ ятсем çуратрĕ

Вырсарникун ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче спортăн «çамрăк» тĕсĕпе иртнĕ ăмăрту çĕнĕ ятсем уçрĕ кăна мар, чылай çамрăка тыткăнлама ĕлкĕрчĕ.
«Русский жим» 2000 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Пирĕн районта вăл кăçал пĕрремĕш хут иртрĕ. Ăна Çамрăксен çулталăкне тата «Химик» спорт клубне йĕркеленĕренпе  пилĕк çул çитнине халалларĕç.
20 кг, 35 кг, 55 кг, 75 кг, 100 кг - тĕрлĕ виçеллĕ штангăна выртса çĕклессипе шкул ачисемпе аслисем те тупăшрĕç. «Чи кирли - тĕллеврен чакмалла мар»,- пуçлакан спортсменсене сăнанă май палăртрĕ Анатолий Михайлович Иванов. Унăн хăйĕн йывăр атлетикăри стажĕ çав тери сумлă. Вăл - районта спортăн ку тĕсне пуçарса яраканĕ. Ун патĕнче ăсталăха туптанă каччăсенчен малашнехи пурнăçне йăлтах спорта халалланисем те пур. Тĕслĕх шырама инçех те каймалла мар. Паян Юрий Агилов акă наставникĕн ĕçне чыслăн малалла тăсать. Результатсем те пур. Унăн вĕренекенĕ Вячеслав Ластухин чылай пысăк турнирта ят-сум çĕнсе илчĕ.
Анатолий Михайлович çитмĕле çывхарать пулин те куракансен йышĕнче кăна лармарĕ. 55 килограмлă штангăна вăл 31 хутчен çăмăллăнах çĕклерĕ. Çĕнтерÿ медалĕпе грамотăсăр пуçне спорт ветеранне йывăр атлетикăна аталантарассине тÿпе хывнăшăн ятарлă призпа та - статуеткăпа - чысларĕç.
Классикăпа танлаштарсан, «Русский жимра» кашниех тупăшма пултарать. Кунта чăтăмлăх вăйран та пĕлтерĕшлĕрех. Йывăр атлетикăпа чăнласа туслашас тесен шăпах çак тĕсрен тытăнмалла, çирĕплетрĕç вăй уявне хутшăннисем.
Кашни ÿсĕм хăй чемпионĕсене «çуратрĕ». 20 килограмлă штангăна çĕклессипе (çĕнтерÿçĕсене хутшăнакансен виçине шута илсе палăртаççĕ) малтисем пурте Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем пулчĕç: Руслан Вошняев, Георгий Языков, Леонид Дмитриев.
35 килограмра Артем Васильев, Артем Максимов (1-мĕш шкул) тата Александр Иванов (ял хуçалăх техникумĕ) вăйлăрах пулчĕç.
55 килограмлă штангăна тăватă ÿсĕмре çĕклерĕç. Чемпионĕсем - Илья Ананьев (2-мĕш шкул), Денис Петров (ДЮСШ), Алексей Владимиров (Санарпуç). Алексей Владимиров (МПКУ), Артем Кириллов (2-мĕш шкул), Андрей Павлов, Артур Афанасьев (ДЮСШ), Андрей Алексеев (ВЗСП) - кĕмĕл тата бронза призерсем.
Хыççăн помост çине 75 тата 100 килограма çĕклес кăмăллисем тухрĕç. Пĕрремĕш виçери çĕнтерÿçĕсем - Дима Трофимов, Юрий Агилов, Артур Афанасьев.
Артур Афанасьевпа Дима Трофимов 100 килограма çăмăллăнах çĕнчĕç, пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Андрей Алексеев бронза призер пулса тăчĕ.
Этемлĕхĕн вăйлă çуррин çитĕнĕвĕсене пăхса ларнă хыççăн хутăш препатартсен заводĕнче тимлекен Ольга Капитонова та чăтса лараймарĕ, помост çине тухса 20 килограмлă штангăна 34 хутчен çĕклерĕ.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Владислав Львов мала тухнисене пурне те медальсемпе тата грамотăсемпе чысларĕ. «Единая Россия» партин Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçин Сергей Павловăн та спортсменсем валли парнесем пулчĕç, вăл парти логотипĕллĕ футболкăсене парнелерĕ, хăй те ăмăртăва хастар хутшăнчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 ноября 2009
00:00
Поделиться
;