Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇЕÇПĔЛ ЧУНĔПЕ ÇУНАЧĔ

Мухтав хĕвеле, мухтав
Çутă тĕнчене тата
мана Сирĕнпе паллаш-
тарнă куна, хаклă тусăм!
Сирĕн çинчен шутласа
каятăп та, вилсен те
малалла пурăнассăм килет!
Поэт çырăвĕнчен (Теччĕ. 1919 çулхи       ноябрĕн 24-мĕшĕ).
Шкулта Çеçпĕле эпир çак йĕркепе вĕреннĕ: кун-çулĕ, сăввисем, статйисем, çырăвĕсем, халăхри (обществăри) ĕçĕ-хĕлĕ. Юлашкинчен, пĕтĕмлетсе, тĕвве çыхнă тишкерÿ тунă: Çеçпĕлĕн чăваш кун-çулĕнчи пĕлтерĕшĕ. Кашни класрах викторинăсем ирттернĕ, сочиненисем çырнă. 9-мĕш класри Ирина Тимофееван «Çеçпĕл - çĕнĕ самана юрăçи» хайлавĕ районти конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ («Ç.ç.», 1994 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕ). «Чунăмçăм, çунатăмçăм» кĕнеке тăрăх çырнă сочиненийĕ Наташа Дмитриевăна чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме пулăшрĕ. Ку сăмахра эп шăпах çак кĕнеке пирки кăштах чарăнса тăрасшăн.
Çеçпĕл Мишши Чĕмпĕр хĕрне (хĕрарăмне) савса адресленĕ çырусене Юрий Сементер поэт вырăсларан чăвашла чăн Çеçпĕл пулса хитре куçарнă. Кĕнекеленме 78 çыру пухăннă. «Чунăмçăм, çунатăмçăм» ятпа вĕсем 1989 çулта «Ялав» библиотеки шучĕпе çутта тухнăччĕ. Поэт чун-чĕрин капашсăр тĕлĕнтермĕшне сыхласа хăварнăшăн ăслă вырăс майрине пирĕн, паллах, пуç тайса ĕмĕрлĕхе тав тăвас пулать. Шел, хуравлă хутсене поэт хăй питех упрайман пулас. Эп, тен, пĕлсех пĕтерместĕп, анчах «Чăваш ен» хаçатра пичетленнĕ «Соловьиная ночь, прости...» (1998, 46 №) статьяран Нуççин темиçе çырăвĕ пурри курăнатчĕ («Миша, я люблю Вас!» тата ыттисем).
Кĕнеке умсăмахне «Таса юрату поэми» тесе палăртнă. Юрату вĕçевĕ, юрату юррисем... «Çапах та, хурлăхлă поэма», - тетчĕç ман хăш-пĕр ачасем. «Нивушлĕ çавнашкал çырма пулать;» - хаш! сывлатчĕ хĕр-упраç.
1919 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен Теччĕри судпа следстви комиссийĕнче ĕçленĕ Çеçпĕл çак хулана Чĕмпĕртен библиотека заведующийĕ пулма янă Анастасия Петровна Червяковапа июнь уйăхĕнче Павел Бекшанский килĕнче паллашать. Теччĕри халăх çуртĕнче, библиотекăра, драма кружокĕнче, комсомол пухăвĕсенче пĕр-пĕрне ăнланса калаçмаллисем тупăнса пынă. Килĕштарнĕ-мĕн пĕр-пĕрне. Анчах пурнăç шăпи пĕрле пулма пÿрмен çав. Анастасиян 1920 çулхи февральте çуралнă çĕр-шывне таврăнма тивет. Поэта августра Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Туслăхпа юрату туйăмĕ çырусен вĕçне тăрса юлнă...
Çырусенче поэт кун-çулне шалтан сăнарлани нумай. Унăн çирĕплĕхне ачашлăхĕпе пĕрле куратпăр. Пăх-ха, савнийĕ валли мĕнешкел сăмахсем шăрантарнă (кавычкăна илмесĕр, çырусен йĕркине кура илсе паратăп): Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна! Ытарайми хисеплĕ тусăм! Инçетре-инçетре çепĕççĕн çиçекен çăлтăрăм! Хак хурайми тусăмçăм! Хаклă çыннăм, пĕртен-пĕр тусăм! Савнă Нуççăçăм! Нуся, çăлтăрăм! Пĕртен-пĕрскерĕм, чунăмçăм, ытарайми Нуся!.. Малаллахи сăмахсем: «Ку - çавă!» тенĕренпе Сире курмассерен чĕрере тĕнчен асамлă гимнĕ янăраса каятчĕ... Аллăр çепĕçлĕхне, куçăр ачашлăхне ĕмĕр туйса тăрăттăм, шăплăхра-и, шăрăхра-и - ялан пĕр Сирĕнпе кăна сывлăттăм... Пурнăçĕнчи фактсем - хавхалатнисем, тарăхтарнисем, ĕмĕрлĕхе асра, чĕрере юлнисем пайтах: «Паян мана следстви комиссийĕн председательне уйăрса лартрĕç» (18.02.1920). Çак кунах Теччĕре хăйне кăмăлланă хĕртен телеграмма илни çинчен пĕлтерет* мартăн 2-мĕшĕнчи (1920) çырура халăх сучĕн çуртĕнче сиксе тухнă пăтăрмаха тĕплĕ çырса кăтартнă* уйăх çурă пек тĕрмере  ларнăшăн хуçăлса шухăшлани* ашшĕне аса илнисем («Атте мана хытă юрататчĕ. Атте хыççăн ман сирĕн пек çывăх çын никам та пулман»)* «Арестленĕ чухнехи обыск вăхăтĕнче манăн кун кĕнекине туртса илчĕç» (12.04.1921). Çĕтерсе тĕп туман-ши ăна;..
Поэт художник те пулма ĕмĕтленнĕ («Нуся, пĕлтерсемĕр: пур-ши Чĕмпĕрте художество мастерскойĕсем (шкулсем); Мĕнле йĕркепе кĕмелле-ши;..»). Нуççине «Хĕрача пуçĕ» ÿкерчĕк парнеленĕ («Тăрăшса ÿкертĕм, çав ĕçре чун çунатланăвне, туйăмсен вĕçевне кăтартма хăтлантăм»). Тепĕр çырура: «Шухăшăм Сирĕн паталла ăнтăлчĕ, алăри перо Паня сăнне кăларчĕ. Ăнăçлă пулса тухрĕ. Каснă-лартнă хăй майлах».
Çырусемпе пĕрле кĕнекене вунă сăвă кĕнĕ. Эп вĕсене урăх çĕрте тĕл пулман. Савнине халалланă лирикăллă ярăм темелле пуль. Ю.Сементер асăрхаттарнă тăрăх, чăвашла пурне те Петĕр Хусанкай куçарнă.
  ... Чун, çутă ĕмĕтпе тулса,
Чĕтрет - кĕç юрласа ярассăн...
                          *
...Нуся, Нуся!
Çунатăп ачашшăн,
Сана чуптăвасшăн.
Мана илĕртет Сан куçун шурăмпуçĕ.
Хăçан-ши; Хăçан, манăн ылтăнăм, вутăм
Хăçан кĕтсе илĕп Сана эпĕ, Нуççă!                                               
Ку йĕркесене эпĕ Çеçпĕл Мишшин «Чунăмçăм, çунатăмçăм» кĕнекене вырнаçтарнă çырăвĕсене вăтам шкул программипе пăхса тухма сĕнес шухăшпа çыртăм. Материалĕ пуян. Кунсăр пуçне ман алăра пухăннă папкăра паха статьясем, асилÿсем пайтах. Поэтăн чăвашла, вырăсла кĕнекисем пур. Пĕр-пĕр çамрăк учителе вĕсем нумайлăха кирлĕ пулма пултараççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 ноября 2009
00:00
Поделиться
;