Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сыхлăх пирки манас марччĕ

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Кăçал мĕнле тăрăшнине пĕтĕмлетме тата 2010 çулхи тĕллевсене палăртма уй-хир ăстисем, инженерсем, механиксем, бригадирсем, ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен специалистсем райадминистрацин актовăй залне семинар-канашлăва пухăнчĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе  экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов кăçал район аграрийĕсенче вăй хуракансем выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран отраслĕсенче япăх мар ĕçленине палăртрĕ. Паллах, хуçалăх аталану çулĕпе пырасси ертÿçĕ пултарулăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Тăрăшакансене - пысăк чыс-хисеп. Александр Николаевич Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн тилхепине тытса пыракан Валерий Шумилова «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнипе саламларĕ.
Семинар-канашлура райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ Владимир Нарышкин уй-хирте тăрăшакансен ĕçне тĕплĕн тишкерсе пачĕ. Агротехникăна çирĕп пăхăнса тимлекен «Санары» агрофирмăра, Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Победа», «Знамя», «Броневик», «Мураты» кооперативсенче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата Игнатьев фермер хуçалăхĕнче уй-хир культурисенчен лайăх тухăç илнĕ. Шел пулин те, «Мураты» кооперативсăр пуçне нихăш хуçалăхра та пахча çимĕç çитĕнтермеççĕ. Кăçал çăкаллă-явăшсем кишĕр, купăста, хĕрлĕ кăшман 4,1 гектар çинче çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç 276,3 центнерпа танлашнă.
Хăмла ĕрчетес ĕçре районта «Агрохмель» тата «Вурнарыхмель» тулли мар яваплă обществăсем, «Вурнарыхмель» патшалăх унитари предприятийĕ тăрăшаççĕ. 22 гектар çинчен 27,9 тонна пухса илнĕ. «Агрохмельте» кăçал симĕс ылтăн плантацийĕсене тата 6 гектар пысăклатнă. Кĕр тыррисем вăйлăрах тухăç параççĕ, çавăнпа ял хуçалăх организацийĕсем кăçал пулас тухăç никĕсне 6800 гектар е пĕлтĕрхинчен 1750 гектар ытларах хывса хăварнă.
Мĕн акатăн, çавă шăтать теççĕ. Хальхи вăхăтра Игнатьев фермер хуçалăхĕнче, «Победа», «Хорнзор», «Знамя», «Мураты», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене тасатса кондицие çитернĕ. Районĕпе илсен тĕрĕсленĕ тыррăн 46 проценчĕ 2010 çулта акма юрăхлă. «Кольцовка», «Родник» агрофирмăсенче, «Броневик», «МТС» кооперативсенче вара лару-тăру начар: кунта кондициллĕ вăрлăх пачах çук. Владимир Нарышкин тырă сортлассипе тĕллевлĕрех ĕçлеме ыйтрĕ. Кунсăр пуçне кĕр тыррисем хĕл япăх каçсан страхлав фончĕ валли те вăрлăх хывмалла.
Уй-хир тахçанах пушаннă ĕнтĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче усă курнă техникăна хĕл каçма вырнаçтарса лартнăпа пĕрех. Комисси членĕсем пуринчен ытла «Санары» агрофирмăри, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи, «Янгорчино» кооперативри инженерипе техника службин, механизаторсен яваплăхĕ пысăк пулнине палăртнă.
Хăватлă техникăсăр ÿсĕмлĕ ĕçлеме май çук. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Санары» хуçалăхсем кăçалхи 9 уйăхра 20892,7 пин тенкĕлĕх техника туянса машинăпа трактор паркĕсене çĕнетнĕ. «Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче кăçал кашни уй-хир карапĕн тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 419 гектар çинчен пухса кĕртме тивнĕ. КУ вăл нормăран иртет. Çавăнпа та предприятие тата 3 комбайн кирлĕ», - терĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ Вячеслав Никифоров.
Залра ларакан агрономсенчен пĕри техника хресченшĕн хаклă пулнине каларĕ. «Пилĕк миллион ытла тăракан «Acros» комбайна туянас пулсан тыр-пулне миçе гектар акмалла-ха;» - пăшăрханчĕ вăл.
Вячеслав Никифоров тухăç вăйлă пулсан та кивĕ техника ăна пахалăхлă пухса кĕртеймест тесе çирĕплетрĕ. Çитĕнтернĕ тыр-пул уй-хиртех тăкăнса юлсан ĕçлени харама каять. Çăмăл мар пулин те малалла аталанас тесен çĕнĕ техника илме тăрăшмалла. Вячеслав Никифоров усă курман, хăйсен вăхăтне ĕçлесе татнă ял хуçалăх машинисене инвентаризацилесе шутран кăларассипе хытах тимлеме хушрĕ. Слесарьсен бригадисене йĕркелемелле. Юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласан çитес çул патшалăх техника тĕрĕслевĕ те ăнăçлă иртĕ.
Ĕççи пынă чух асăрханулăхпа сыхлăх пирки яланах астумалла.
Район аграрийĕсем кăçал  республикăра иртекен ĕç ăмăртăвне хутшăнаймарĕç. Сăлтавĕ - икĕ хуçалăхра инкек пулни.Ĕç сыхлавĕн правилисене уяманран икĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкек пулман-тăк, Вăрнар районĕ тĕп зонăри районсем хушшинче малти вырăна тухма пултарнă. Ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен районти инспектор Александр Николаев асăрханулăхпа сыхлăх пирки яланах астумалли пирки каларĕ.
Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ теççĕ. Вăрнарти 29-мĕш училищи тата ял хуçалăх техникумĕ ял валли специалистсем хатĕрлессипе курăмлă ĕçлет. Вĕрентÿ заведенийĕсенче тимлекенсем Алексей Степановпа Надежда Михайлова семинара пухăннисене çураки çитиччен кадрсен ыйтăвĕсене татса парассипе хальтерех тимлеме сĕнчĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ семинара вĕçлесе ĕç сыхлавĕн йĕркисене яланах пăхăнмаллине çирĕппĕн каларĕ. Вăл пахалăхлă вăрлăх туянасси пирки те  хытах тăрăшмалла терĕ. Тĕслĕх вырăнне «Санары» агрофирмăна тата Карл Маркс ячĕллĕ кооператива илчĕ. Тепĕр тесен пахалăхлă вăрлăх туяннишĕн дотаци панăран хуçалăх касси çÿхелмест. Çĕр пулăхне пуянлатмасăр лайăх тухăç илеймĕн. Укçа-тенкĕ перекетлеме Александр Борисов минераллă удобренисем кÿрсе килессипе çывăх вăхăтрах ĕçлеме сĕнчĕ. Çĕнĕ çулта тата хастартарах тăрăшма семинара килнисене нумай вăй-хăват, ырлăх-сывлăх сунчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 ноября 2009
00:00
Поделиться
;