Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар налукçисем кăтартуллă ĕçлеççĕ

- Çак инспекцие вăрçнă вăхăт та пулнă. Анчах вăл хăйĕн ырă ятне тавăрма пултарчĕ. Чи малтанах унăн ертÿçи Зинаида Александровна Афанасьеван çивĕчлĕхĕпе пултарулăхне, пĕтĕм коллектив пĕрлешсе ĕçленине пула, - налук ĕçченĕсен кунне халалланă уявра (вăл виçĕмкун Вăрнар райповĕн «Огонек» ресторанĕнче иртрĕ) районсем хушшинчи 3-мĕш налук инспекцийĕ ячĕпе ырă сăмах чылай янăрарĕ.
Аркадий Дергачев, Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи, республикипе илсен, кăçалхи вунă уйăхра Чăваш енри налук органĕсем федераци, республика, муниципалитетсен бюджечĕсене налук хывассипе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен начартарах (86 :) ĕçленине палăртрĕ. Анчах та - Вăрнарти мар. Районсем хушшинчи 3-мĕш инспекци налуксене пухассипе виççĕмĕш квартал ĕнтĕ çĕнтерĕве алăран ямасть.
«Пархатарлă тивĕçе малалла та чыслăн пурнăçласа пыма сунатăп», - алă тытса саламларĕ Аркадий Аверкиевич кăтартуллă ĕçлекенсене ведомство наградисемпе чысланă май. Сергей Иванов управленин Хисеп грамотине, Надежда Софроновапа Людмила Павлова Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Районсем хушшинчи 3-мĕш налук инспекцийĕн ертÿçи Зинаида Афанасьева та тĕслĕхлисене палăртса грамотăсемпе парнесем кÿчĕ. Налук дисциплинине çирĕп пăхăнакан предприятисем те тава тивĕçрĕç: хамăр районтан - «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» (директорĕ В.Свешников), Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (представителĕ Н.Аливанов).
Налукçăсем çак кун çавăн пекех район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнчен Александр Борисовран, Йĕпреç район пуçлăхĕнчен Анатолий Петровран тата ыттисенчен салам сăмахĕсемпе парнесем йышăнчĕç. Районти культурăпа кану центрĕн артисчĕсем уява юрă-ташăпа пуянлатрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 ноября 2009
00:00
Поделиться
;