Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

11 ачишĕн ашшĕпе амăшĕ - ырă тĕслĕх

Ĕç династийĕсем пирки сăмах пуçарсанах куç умне йăх-несĕлĕмĕрсен ырă ятне çÿлте тытакан тăрăшуллă çынсем тухаççĕ. Акă Ираида Михайловнăпа Геннадий Николаевич Семеновсем Хăмăш ялĕнче - хисепре. Вĕсем иккĕшĕ те «Броневик» хуçалăхра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Ираида Михайловна (сăн ÿкерчĕкре) 31 çул дояркăра тăрăшнă, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай диплом-грамотăна, хаклă парнене тивĕçнĕ. Ашшĕпе амăшĕ яланах ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă. «Тулăх пурнăçпа пурăнас тесен кăмака çинче ларма юрамасть тесе вĕрентеттĕмĕр хамăрăн тĕпренчĕксене, çавăнпа та пулĕ ĕçрен нихăшĕ те хăрамасть», - каласа парать Ираида Семенова.
Ираида Михайловна мăшăрĕпе пĕрле 7 хĕрпе 4 ывăла кун çути парнеленĕ, пурнăçăн тÿрĕ çулĕ çине тăма пулăшнă. «Атте те, анне те ирĕн-каçăн ĕçре пулнă пулсассăн та пирĕнпе юнашар ларса калаçма, ăс-тăн пама вăхăт  тупатчĕç, - терĕ хĕрĕ Надя. - Фермăна та, уй-хире  те хăйсемпе пĕрле ĕçлеме илсе çÿретчĕç». Надя ашшĕпе амăшĕ ачисенчен çирĕп ыйтсан та çепĕç чĕлхеллĕ, ырă чĕреллĕ пулнине палăртрĕ.
Ăса ачаран пухни, пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕнни ырă  çимĕç парать. Ял-йышра Семеновсен ачисем çинчен  ашшĕ-амăшĕ ятне ямаççĕ, ырă, тăрăшуллă, сăпайлă теççĕ. Лена Пермь облаçĕнче бухгалтерта, Киров облаçĕнче пурăнакан Аля медицина ĕçченĕ пулса, Юля техник-осеменаторта, Надьăпа Лариса Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, Ольăпа Таня «Броневик» хуçалăхра, Витьăпа Ваня тата Коля Мускавра вăй хураççĕ. Вова - студент. Ашшĕ пекех механик пулма Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ пухать. Каникулта тăван хуçалăха пулăшать. Кăçал тыр-пул пухса кĕртес ĕçре хастар тимленĕ. Амăшĕпе аппăшĕ каланă тăрăх, Вова чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулма ĕмĕтленет. Тата аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ çак пархатарлă туртăма пехиллемен-и хăйĕн мăнукĕсене; Йăх-несĕлсем умĕнчи таса тивĕçе пурнăçламаллах çамрăк ăрăвăн.
Семеновсем 2005 çулта чи лайăх ĕç династийĕсен республикăри слетне хутшăннă, диплома, хаклă парнене тивĕçнĕ.
Ираида Михайловнăпа Геннадий Николаевичăн 12 мăнук. Вĕсенчен те çĕр-аннемĕре хисеплекен, хресчен чунĕллĕ çынсем çитĕнессе шанас  килет. Тивĕçлĕ канăва кайнă тесе Семеновсем алă усса лармаççĕ. Ачисем пулăшса тăнăран çулленех кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал, ĕне, виç-тăват пуç вăкăр, кроликсем усраççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;