Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулăм тимсĕрлĕхе каçармасть

«Хĕрлĕ автан» кама шар кăтартмаллине хăвăрт  тупать. Кăшт тимлĕхе çухатрăн - тÿрех асăрхать. Вырсарникун, акă, 18 сехет иртсен вăл Вăрманкасри уйрăм хуçалăхра сас панă. Кунта çулăм утă капанне явса илнĕ те унтан нимĕн те хăварман. Пушар сăлтавĕ пирки хальлĕхе пĕтĕмпех уçăмлă мар-ха - тивĕçлĕ службăсем ăна палăртассипе тимлеççĕ.
Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Хапăсра та вут-çулăм хăйĕн вăйне хăрушшăн кăтартнă. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пушар кил хуçи хĕрарăмĕ çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухнă. Вăл кăмакаран кăларнă кĕле савăт çине ярса сарайне тухса лартнă иккен. Сÿнсе пĕтмен, тĕлкĕшекен кĕлтен вăхăт иртсен çулăм сарăлнă та. Асăрханусăрлăх хакла ларнă - сарай, вут-шанкă хунă хуралтă çунса кайнă. Инкек вырăнне Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн тата  Калининăри уйрăм постăн машинисем килсе çитнĕ, вут-çулăма çурт çине куçма паман.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;