Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Иртнĕ ĕмĕр «çăлтăра»

Калининăра пурăнакан Николай Захарович Захарова иртнĕ ĕмĕрĕн «çăлтăрĕ» тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах 50 çул каялла, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, районта пуçласа «Калинино-Вăрнар-Калинино» уçнă автобус маршручĕн пĕрремĕш водителĕ пулнă вăл.
Николай Захарович вăл вăхăтра Вăрнарти пушар деповĕнче тимленĕ. Парти обкомĕн секретарĕ С.М.Ислюков депутат Калининăра йĕркеленĕ тĕл пулура саларан район центрне автобус çÿретме пуçлас ыйтăва майлă татма пулассине шантарнине лайăх астăвать. «Тепĕр темиçе çултан Вăрнара кашни ялтан автобуссем çÿреме пуçлĕç», - тенĕ республика ертÿçи. Чăн та, кĕçех Вăрнарпа Калинино хушшинчи çула асфальт сарассипе пысăк ĕç пурнăçланă. Автобуса, ун чухнехи йăлапа, Аслă Октябрь уявĕ тĕлне рейса кăларасшăн пулнă. Анчах та Куславккаран «чуптарса» килнĕ ГАЗ-651 маркăллă автобуса, ураписем кивĕ, юрăхсăр пулнăран, палăртнă кун маршрутпа яма май килмен.
Николай Захарович пĕрремĕш рейса ноябрĕн 18-мĕшĕнче тухнă, саларан поселока иккĕ хутланă. Анчах çак кун вăл çынсене турттарман. Чарăну, çаврăну вырăнĕсене пĕлес тенĕ.
Пассажирсене тепĕр кунне, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, турттарма тытăннă. Малтанхи рейсрах салон тулли çын пухăннă. Вăрнарта ĕçлекенсем нумаййăн пулнă-çке. Теприсем тата, автобуса пуçласа куракансем, унпа ярăнса курас тесе çула тухнă. Анчах унашкаллисем шутлă кăна пулнă.
Çĕнĕ çултан, 1960-мĕшĕнчен, Николай Захаровичпа пĕрлĕ Шăхаль каччи Владимир Ильин ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ автобус парсан вăл нумай çул Чăрăшкас Хирлепри Тит Степановпа улшăнса ĕçленĕ, хыççăн ун ывăлĕпе - Алексей Архиповпа тата Геннадий Петровпа. Сăмах май, вĕсем - «Чăвашавтотранс» тытăмăн Вăрнарти уйрăмĕнче чи нумай ĕçлекенсем, паян та кунсеренех руль умне ларса тухаççĕ, пассажирсене пысăк кăмăлпа турттараççĕ.
Автобус куллен пилĕкшер рейс тунă. Тепĕр темиçе çултан районти çулсем тăрăх виçĕ автобус çÿреме тытăннă, пассажирсене турттарасси лайăхланса пынă.
Николай Захарович сакăрвунналла çывхарать ĕнтĕ. Анчах та автобуспа пуçласа çула тухнипе манмасть. Ĕç çыннисен депутачĕсен район Совечĕн ĕçтавкомĕн 1959 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнчи Калининăран Вăрнара автобус çÿреттерме тытăнасси çинчен калакан йышăнăва халĕ те чыслă упрать.
Паян, 50 çул каялла Вăрнар тăрăхĕнче пĕрремĕш хут автобус çула тухнă кун, Николай Захарович Иван Пивене, 30 çул пĕр улшăнмасăр Канашри ПАТП-н Вăрнарти уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшнăскере, хăй вăхăтĕнче пĕрле ĕçленĕ водительсене тата паян тăрăшакансене чĕререн саламлать, вĕсене çирĕп сывлăх, яланах такăр çул сунать.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;