Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăçалхи чемпионсем те - газовиксем

Волейбола - тĕнчери чи массăллă спорт тĕсне - çитес çул 115 çитет. Шăп 45 çул каялла ăна пуçласа Токиора Олимп вăййисен программине кĕртнĕ.
Пĕрлешÿллĕ Америка Штатĕсенче çуралнăскер, волейбол паян миллионшар халăхăн юратнă вăййи пулса тăчĕ. Хамăр районта иртекен канупа массăллă кашни мероприятирех вăл тĕп вырăн йышăнать. Район чемпионачĕ те акă çулсеренех волейболăн чи çывăх тусĕсене пуçтарать.
Кăçал районта мала тухассишĕн Вăрнарти 1-мĕш шкулăн спортзалĕнче тата физкультурăпа спорт комплексĕнче тăхăр команда тупăшрĕç: поселокри «Друзья», 1-мĕш шкулăн, 29-мĕш училищĕн, ял хуçалăх техникумĕн, Малти Ишек ял поселенийĕн икĕ, «Янгорчино» хуçалăхăн, «Вурнарымежрайгаз» филиалĕн, шалти ĕçсен Вăрнарти пайĕн командисем.
Паллах, командăсем татах пулма пултарнă. Юлашки вăхăтра спортăн ку тĕсне чылай ялта япăх мар аталантарнă. Вырăнта, ялăн-ялăн, юлташла ăмăртусем йĕркелени те паллă. Анчах та, шел, çак командăсем хальлĕхе район шайне тухасшăнах мар. Ăсталăх вара шăпах çакнашкал турнирсенче туптанать те.
Кăçалхи чемпионат та тыткăçуллă иртрĕ. Уйрăмах - финал. Малти-ишексем призлă вырăна тавăрассишĕн кăçал хытă тăрăшрĕç. Виççĕмĕш вырăншăн вĕсем пĕлтĕрхи бронза призерсемпе - çĕрпелсемпе - тупăшрĕç. Пĕрремĕш партире шанăçа та çухатрĕç темелле, анчах та иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче вăйлăрах пулчĕç, 2:1 шутпа çĕнтерчĕç.
Чемпион ята çĕнсе илессишĕн те «Вурнарымежрайгаз» филиалĕпе «Друзья» командăсен тĕл пулăвĕ çивĕч иртрĕ. Иккĕшĕ те вăйлă команда - чылай ăмăртусен çĕнтерÿçисем. Хальхинче газовиксем пĕрлешÿллĕрех вылярĕç, çавăнпа çĕнтерĕве кăçал та  хăй аллинчен вĕçертмерĕç. «Друзья» каччисем тивĕçлĕ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Ылтăн тата кĕмĕл призерсенчен ытларахăшĕ - волейбол енĕпе районăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче. Ку шăматкун вĕсен çине-çинех икĕ вăйăра выляма тивет, малтанах вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ йĕркипе тĕп хулара пурăнакан çамрăксемпе выляççĕ, хыççăн Сĕнтĕрвăрри район командипе Чăваш ен чемпионачĕн черетлĕ çаврăмĕнче тĕл пулаççĕ. Ăнăçу сунатпăр!


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;