Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăвар чĕреллĕ сăвăç

Кăçалхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Пĕтĕм республика чăваш енĕн паллă поэчĕ, литература классикĕ, чăваш сăвă йĕркин реформаторĕ, общество деятелĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турĕç.
Пирĕн асра сумлă сăвăç паянхи кун та пурăнать, унăн пултарулăхĕ паянхи вăхăтпа та, пуласлăхпа та тĕлĕнмелле çыхăннă. Эпир унăн талантне хисеплетпĕр, гражданла паттăрлăхĕпе мухтанатпăр. Вăл поэзи уçлăхĕнче кĕске вăхăтлăха çап-çутă çăлтăр пек çуталнă та, ĕмĕрлĕхе нихăçан çухалми йĕр хăварнă. «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» - теççĕ халăхра Çеçпĕл Мишшине. Хăйĕн кĕске пурнăçĕнче вăл чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ, пысăк шухăшлă хайлавсем çырса хăварма ĕлкĕрнĕ.
Çак сумлă юбилее уявланă май, республикăри библиотекăсенче, çав шутра пирĕн районта та, кĕнеке куравĕсемпе конкурссем иртĕç, информациллĕ стендсем хатĕрлĕç, поэзи каçĕсем, чăваш писателĕсем хутшăннипе пултарулăх каçĕсем йĕркелерĕç.
Юбилей тĕлне Вăрнар районĕнчи поселенисем хушшинчи тĕп библиотека ятарласа мероприятисен планне çирĕплетнĕ, унпа кашниех библиотекăн сайтне кĕрсе пăхса паллашма пултарать. Тĕп библиотека ялсенчи библиотекăсемшĕн методика центрĕ шутланать, çавăнпа та вĕсенче сăвăçăн юбилейне уявлама пулăшма методика пайĕн ĕçченĕсем «Кăвар чĕреллĕ поэт» литература каçĕн сценарине  тата электронлă презентаци (вăл сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин çутатать, унăн сăввисемпе, сăн ÿкерчĕксен галерейипе паллаштарать) хатĕрленĕ. Юбилей кунĕнче вара районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Манра      
мĕлйун чĕре тапать» ятпа литература каçĕ иртнĕ, унта пирĕн ентеш-сăвăç М.Васильев тата Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕренекенсем хутшăннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;