Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх программи пулăшрĕ

«Патшалăх программисене хутшăнтăмăр та тинех хваттерлĕ, çуртлă пултăмăр. Ют хваттерсенче сахал мар укçа тÿлесе пурăнмăпăр ĕнтĕ текех», - çакнашкал савăнăçлă сăмахсене çамрăксенчен час-часах илтетпĕр халĕ. Мĕншĕн тесен патшалăх пая кĕрсе хваттер туянма е ялта çурт лартма пулăшни чылай çемьене хăтлăхра пурăнма май  пачĕ. Паллах, çамрăксен хăйсен тÿпине те хывмалла, анчах кредита пĕчĕкшерĕн тÿлесе татма вуншар çул пани çемье бюджетне ытлашшиех хавшатмĕ.
Паянхи кун çамрăксене çурт-йĕр çавăрма пулăшу кÿрекен темиçе тĕрлĕ программа ĕçлет. Вĕсенчен пĕри пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ специалистсене ялсене хăварас, кунта вĕсене лайăх условисемпе тивĕçтерес тĕллевлĕ. «Чăваш Республикинчи ялăн социаллă аталанăвĕ» программăна хутшăннăран, акă, пирĕн районта кăна ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен, социаллă учрежденисенче тимлекенсен чылайăшĕн паян хăйсен кĕтесĕ пур. Пулăшу курăмлă: çурт е хваттерĕн расчет хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ субсидипе тивĕçтерет патшалăх.
Кăçал та телейлисен йышĕнче - темиçе çемье. Акă, тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕнче вăй хуракан О.Ильина нумаях пулмасть вĕр çĕнĕ хваттер уççисене алла илнĕ. Çамрăк специалист тĕрлĕ документсене пухса пĕлтĕр черете тăнă, кăçал вара МСО хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци хăпартнă çĕнĕ çуртра хваттер хуçи пулса тăнă.
«Камăн хăйĕн хăтлă «йăвине» çавăрас килмест-ши; Анчах çамрăксене пĕрлешнĕ-пĕрлешмен çурт-йĕр туянма питĕ йывăр-çке. Патшалăх субсидисем уйăрни кирлĕ, усăллă йышăну пулчĕ. Нумай çамрăка - çав шутра пире те - нихăçан пурнăçланаймассăн туйăннă ĕмĕтсене чăна кăларчĕ. Тинех эпĕ хамăн çемьепе хамăн хваттерте - савăнăçне пытармасть О.Ильина. - Ачасен те вĕренме, выляма хăйсен уйрăм пÿлĕмĕ пулĕ. Вĕсен те кăмăлĕсем савăк, тахçантанпах кĕтнĕ-çке çак куна».
Ку социаллă программăсем витĕмлĕ ĕçленине хăй тĕслĕхĕнче курса ĕненнĕ май, çамрăк специалист ытти çемьесене те пулăшу панă чух шанăçпа усă курма сĕнет.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;