Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуçа хывăнсан тем пекехчĕ...

Наци сывлăхĕн ыйтăвĕ паян Правительство таранах çивĕччисен йышĕнче. Чирлĕ авăра туртакан сăлтавсем те  паллă - эрех-сăра, чĕлĕм-наркотик. Пĕлетпĕр, анчах темшĕн вĕсен сиенĕн хăрушла витĕмне ăнланма пултараймастпăр. Кашни пĕчĕк ĕç хыççăн черкке çĕклетпĕр, пĕр уяв та çак шĕвексĕр иртмест, савăнăçа та, телее те унпа пайлатпăр, хурланăва-инкеке эрех кĕленчипе пусаратпăр... Урăхла мел пĕлместпĕр те иккен...
Тавралла пăхатăн та - пурте пирус мăкăрлантараççĕ: аслисем те, çамрăккисем те, каччисем те, хĕрĕсем те. Çакă-и вăл пурнăç йĕрки - эрех-сăра, пирус-чĕлĕм чуринче пурăнни;
Слава пиччене те акă йÿççи хăй серепине ярса илнĕ. Пурнăç тĕллевне вăл шăпах кĕленче тĕпĕнче çухатнă. Никама та итлемен вăл, сывалма шутламан та. Чăтайман - çемйи унран пăрахса кайнă. Симĕс çĕлен, пирус вара хăйĕннех тунă - унччен сăнран та, кĕлеткерен те хитре арçынна вăхăтсăр ватăлтарнă, ураран çапса ÿкернĕ...
Кульцаври вăтам шкулта вĕренекенсем илсе кăтартнă истори, шел те, пурнăçри пĕр тĕслĕх кăна мар. Унашкаллисем кашни ялта тенĕ пекех.
«Эрех чури пулар мар, тĕрĕс çулпала утар!» - пĕр харăссăн янраттарчĕç вĕсем. Пирусăн сиенĕ пирки витĕмлĕн уçса пачĕç, сывă çын кăна пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнине палăртрĕç.
Чăннипе, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ пуçарнипе ытларикун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта иртнĕ. «Сыввишĕн пĕтĕмпех ырă» агитбригадăсен конкурсĕ мĕнпур сиенлĕ йăласене сивлерĕ. Мероприятие уçнă май, районти диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ Галина Иванова, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Григорьева паянхи ăру хушшинче сывă, ертсе пыракан çамрăксем пурри малашлăхшăн шанăç çуратнине, сывă пурнăç йĕркине ытларах та ытларах çынна явăçтармаллине каларĕç.
Çÿлерех асăннă шкулсăр пуçне, Туçи Çармăсри, Малти Ишекри, Вăрман Кипекри, Кĕçĕн Кипекри, Ярмушкари, Пăртасри, Вăрнарти 1-мĕш шкулсем те паянхи обществăн «чирлĕ» вырăнĕсене илсе кăтартрĕç. Вĕсене пулах çынсем ĕçсĕр, çемьесĕр, тупăшсăр, пурлăхсăр тăрса юлаççĕ. Ыррипе усаллине уйăрма вĕрентекен девизсемпе каларăшсем, пурнăçăн тÿнтерле енĕсене сивлекен агитюмахсем, тĕрлĕ спорт упражненийĕсем... - пĕтĕмпех сывă стильпе пурăнма илĕртеççĕ.
Ачасем пĕтĕм халăхăн чирлĕ ыйтăвне хускатни, паллах, ăнсăртран мар. Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче!» Çырăвĕнче акă йăлари культурăна сăнлакан килпетсĕр тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. «Пурнăçлакан ĕçсене тата йышăннă программăсене пăхмасăр, чĕлĕм туртасси хăнăхнă йăла пулма пăрахмасть. Яваплăха туйман, хăйсен сывлăхне сиен кÿрекен çамрăк çынсем çумне хĕрсем те - пулас амăшĕсем - хутшăнаççĕ...» «сăра тата ытларах хаяр шĕвексене пур çĕрте те ... ĕçесси йăларан тухмасть...» Унта вăл вĕрентÿ тата сиплев учрежденийĕсем çак ыйтусем çине çиелтен пăхнине асăннăччĕ. Ырă утăмсем акă çийĕнчех хушăнма тытăнчĕç.
Çак конкурс та акă çав тери пархатарлă - çитĕнекен ăрăва инкекрен çăлас - тĕллеве хускатрĕ. Сцена çинчен янăракан сăмахсем витĕмлĕн илтĕнеççĕ. Анчах та ачасем вĕсене ăша-пуçа чăнласах хывĕç-ши, вĕсен чăн пĕлтерĕшне ăнланма пĕлĕç-ши;.. Шанас килет, çакăнта калани вĕсемшĕн пуш сăмах вырăнне юлмĕ...


"Çĕнтерÿ çуле"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;