Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕрĕллĕ хура кушак

Мухтавлă ентешĕмĕрĕн Анатолий Емельяновăн умлăн-хыçлăн тенĕ пек пичетленнĕ повеçĕсене пĕрре тытса антăхса кайса тенĕ пек вулаттăмăр. Хайлавĕсенчи сăнарсем хамăр хушăра пурăнакансем, лайăх паллакан çынсем пулнăран-ши, халăх писателĕн вуншар пин тиражлă кĕнекисем лавккасен сентрисем çинче нихăçан та тусанланса выртман - вĕсене туххăмрах туянса пĕтернĕ. Библиотекăсенче унăн кĕнекисем хăвăрт çĕтĕлетчĕç...
Халĕ, акă, Геннадий Максимов писателĕн кĕнекисем пирки те пĕр ÿстермесĕрех çавăн пек калас килет. Унăн пĕрремĕш кĕнеки, «Сталин грамоти» ятлăскер, тăватă çул каялла вулакансем патне çитнĕ хыççăн çырулăх анине пултаруллă тепĕр çыравçă çирĕппĕн тăнине яр уççăн туйса илнĕччĕ. «Сталин грамоти», калас-тăк, халăх юратса вулакан кĕнекесен шутне лекнĕччĕ.
Анчахрах çыравçă вулакансене тепĕр парнепе савăнтарчĕ - «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнеки кун çути курчĕ. Хуплашкипе те, содержанийĕпе те хитре вăл. Вулама питех те кăсăклă. «Çĕрĕллĕ хура кушак», «Вăхăта парăнман юрату», «Кулак ачи» (пĕрремĕш пайĕ) повеçсем, «Амăшĕн пехилĕ» тата «Ирхи шăнкăрав» калавсем кĕнĕ унта.
Геннадий Аркадьевича, тĕрĕссипе, вулакан çивĕч пероллă, хăюллă журналист пулнипе те лайăх пĕлет. Чăваш радиора, Чăваш патшалăх телестудийĕнче, «Хресчен сасси» хаçатăн тĕп редакторăн заместителĕнче тухăçлă ĕçлерĕ. Халĕ вун пилĕк çул ĕнтĕ «Хыпар» хаçатăн шеф-редакторĕ. Палăртма кăмăллă: Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре çуралса ÿснĕскерĕн çамрăклăх кунĕсем-çулĕсем Вăрнар тăрăхĕпе те хĕресленнĕ, вăл ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Хамăр районта унăн çывăх тусĕсем-юлташĕсем йышлă. Çавăнпах пуль Г.Максимов кунта тăтăшах килсе çÿрет, Вăрнар енĕн маттур та ĕçчен çыннисем çинчен нумай çырать. «Тĕрĕссипе, Вăрнар тăрăхĕ маншăн чăннипех иккĕмĕш кил пулса тăчĕ, кунти сăпай та ырă кăмăллă çынсем чĕрене çывăх», - Геннадий Аркадьевич тĕл пулусенче хăйĕн чунне çапла уçса панине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ.
Çавăнпах пуль «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнекери повеçсемпе калавсенчи хăш-пĕр сăнарсене пирĕн тăрăхри çынсенчен ăнăçлă ÿкерсе кăтартнине тÿрех туятăн. Калăпăр, «Амăшĕн пехилĕ» калавпа «Кулак ачи» повеçри Смирновсемпе Курбатовсене, Султановсене, Арбузова, Кривоноговпа Ылмашкуç Саняна тата ыттисене Пăртас е Уравăш, Нурăс е Кипек, Явăш е Кушар тăрăхĕсенче пурăнакансем те çăмăллăнах уйăрса-палласа илĕç.
Г.Максимов хайлавĕсене хăйне евĕрлĕ сăнарлă чĕлхепе çырать, сăнарсен пурнăçне вулакана та çавăтса кĕрет. Акă, «Кулак ачи» повеçĕн пĕрремĕш пайĕ пире Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ тапхăра илсе çитерет. Репресси арманĕ витĕр тухнисемшĕн, вĕсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн çак повеç ылханлă кунсене-çулсене аса илтерсе тăракан палăк пекех. Автор асăрхаттарнă тăрăх «Кулак ачин» иккĕмĕш пайĕ пулмалла. Ăна вулакансем патне хăвăртрах çитерессе кĕтетпĕр.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;