Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алла-алăн - 60 çул

Çĕн Хирпуçĕнче пурăнакан Раиса Ильинична тата Павел Леонтьевич Васильевсем паян тăванĕсене, ял-йыша хăйсен пĕрремĕш бриллиант туйне пуçтараççĕ. Ĕç тата вăрçă ветеранĕсем шăпах 60 çул каялла çемье çавăрнă, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне халĕ те чыслăн пурнăçласа пыраççĕ, самаях çулланнă пулин те, аптрамаççĕ-ха. Пĕр-пĕрне ăнланни, куллен пулăшса тăни ватăсене пурнăç çулĕпе малалла талпăнма вăй-хăват хушса тăраççĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралнă, пĕрле выляса, ĕçлесе ÿснĕ, ачалăхĕ хаяр çулсене лекнĕ пулин те, вăрçă ачисем чун тасалăхне, ашшĕ-амăшĕн ыркăмăллăхне паянхи кунчченех упраса хăварма вăй-хал çитернĕ. Пĕртте çăмăл пулман вĕсен ачалăхĕ. Вăрçă тухнă тĕле Павăл вуниккĕ кăна тултарнă-ха. Апла пулин те хастар арçын ача 1941 çулта колхозра вăй хурса 184 ĕç кунĕ, 1942 çулта - 192, 1943 çулта - 144, 1944 çулта - 231, 1945 çулта 193 ĕç кунĕ тунă. Çĕрле лаша кĕтĕвне пăхнă, ирхине ытти ĕçсене кÿлĕннĕ. Вăй-хал кĕрсе пынă майăн суха тунă, тырă акнă, утă çулнă, вут-шанкă хатĕрленĕ, плугарьте тар тăкнă.
1942 çулта Павăлăн ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă, тепĕр çултан амăшĕ тифпа чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пиччĕшĕ, Тимахви, вăрçăра çапăçнăран кил-çурт, хуçалăх нуши вунтăваттăри арçын ача çине тиеннĕ. Тăлăхăн хăйне кăна мар, икĕ йăмăкне те пăхса-тăрантарса ÿстерме тивнĕ. Çавна пулах Павăл ялти мĕн пур ĕçе çамрăклах алла илнĕ. Платник пулнă, кăмака купаланă, хĕçтимĕртен тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ маçтăрланă. Вăл ăсталанă çăматăсене паянхи кун та таврари ялсенче мухтаса аса илеççĕ.
- Хамăрăн ĕмĕрте икĕ çурт çĕклеме тиврĕ, - пĕлтерет ветеран. - Алăсене усса ларма вăхăт пулман...
1950 çулта çирĕм пĕррери Павăлăн салтака кайма ят тухнă, тăватă çула яхăн Мускавра хĕсметре тăнă. Сăмах май каласан, çав вăхăтра Çĕн Хирпуç каччи виçĕ хутчен Хĕрлĕ площадьре çар парадне хутшăннă.
Яла таврăнсан, ĕнерхи салтак виçĕ çулти ывăлне пĕрремĕш хут алла илсе ытамланă, чупакан-чĕвĕлтетекен пепкинчен «папа» ята тивĕçнĕ. Паллах, çамрăк ашшĕн савăнăçĕ тÿпене çитичченех кармашнă.
Çав çулах Павăл Канашри механизаци шкулне вĕренсе пĕтернĕ, колхозра ака-суха тума пуçланă. Анчах нушаллă пурнăç ăна ялпа юнашар чупса иртекен чукун çул çине ĕçе вырнаçма хистенĕ: кунта ĕç укçи вăхăтра тÿленĕ, вакун-лавккара кашни уйăхрах çăнăх, ытти продуктсем туянма май пулнă. Вакун-клуб та тăтăшах килсе çÿренĕ, кинофильмсем кăтартнă. Çапла Павăл 33 çул ытла, пенсие тухичченех, чукун çул рабочийĕ пулса ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 48 çул та 7 уйăх. Çакă, паллах, Павел Леонтьевичăн ырми-канми хастарлăхĕ, тăрăшулăхĕ тата ĕçченлĕхĕ çинчен калать. Ахальтен мар 1947 çулта илнĕ «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра хастар ĕçленĕшĕн» медаль çумне юбилей медалĕсем, Хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем йышлăн хушăннă. Коммунизмла ĕç ударникĕ ята та тивĕçнĕ вăл.
Вăрçă тухнă çул пĕчĕк Раиса тăххăр кăна тултарнă-ха. Йывăрлăхсене пула тăваттăмĕш класс хыççăн шкула çÿреме пăрахнă. Тантăшĕсем пекех, ачаллах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ, курăк çăнăхĕпе хутăшла пĕçернĕ пĕр чăмлак çăмахпа çур чашăк тăрă яшкашăн кунĕпех колхоз уй-хирĕнче пилĕке авнă.
- Мĕн чухлĕ тырă вырман-ши, мĕн чухлĕ çулман-ши; - хаш сывлать халĕ вăл. - Мĕнле вăй çитернĕ-ши;
Вăйне те çитернĕ Раиса Ильинична, пĕр ĕçрен те юлман, халăх умĕнче пите хĕретмен. Темле йывăр пулсан та, чăтнă. Ăна та вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ хисеплĕ ят панă.
Вăрçă çулĕсенче те, каярах та саккунсем хальхинчен темиçе хут çирĕп пулнă, пурнăçра тĕрĕсмарлăх та хуçаланнă, анчах çамрăклах ĕçе пиçĕхнĕ пĕр мăшăр Васильевсем чăтнă-нăйкăшман. Акă, упăшки Павăл чукун çул çине ĕçе вырнаçсан, Раиса колхозрах ĕçленĕ пулин те, вĕсен анкарти çĕрне касса илеççĕ. Çапла çамрăк мăшăрăн 15 соткă çĕр çинче çĕрулмине те, пахча çимĕçне те, уттине те туса илме тивнĕ. Анчах ĕçчен çынсем йывăрлăха парăнман, пурнăçа вăй çитнĕ таран йÿнеçтернĕ, тăватă ывăлĕпе пĕр хĕрне выçă лартман. Çĕтĕк-çатăк çÿретмен.
Туслă çемьере пулас çар çынни, журналист, ача-пăча воспитателĕ, зоотехник, строитель çитĕннĕ. Пурте ашшĕ-амăшĕн пархатарлă кун-çулне хисеплесе вĕсен ватлăхне çăмăллатассишĕн тăрăшаççĕ.
Паян ачисем, сакăр мăнукĕ, мăнукĕсен пиллĕк пепкийĕ хăйсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне бриллиант туйĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлаççĕ, çуратса тĕрĕс-тĕкел, çирĕп сывлăхлă ÿстернĕшĕн чун-чĕререн тав тăваççĕ, ватăсене алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;