Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕм ăш сăмах - Амăшне

Вĕсене сцена пĕрлештернĕ. Тĕрĕсрех каласан, Чăваш телевиденийĕн 90-мĕш çулĕсенчи чи паллă передачисенчен пĕри - «Пĕрре курсах саврăм-ши;» телешоу. Ун чухне вĕсем хăйсен юлташĕсене пултарулăх конкурсĕнче пулăшма пынă. Анчах та тĕп геройĕсене пĕрле пулма Тур çырман, Еленăпа Владимир хушшинче вара çепĕç туйăмсем çуралнă. Çав çулах вĕсем кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттернĕ. Халĕ вĕсен икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнет.
Муруковсем пурнăçне те сценăпа çыхăнтарнă. Вĕсен юрă-ташăри пултарулăхĕпе чылай-чылай куракан паллашма, таланчĕпе тыткăнланма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çак юнкун вара вĕсем районти культурăпа кану центрĕн сцени çине çемье ансамблĕпе тухрĕç.
«Çулталăкри чи лайăх çемье-2009» районти конкурс финалĕнче чăннипе виçĕ çемье тупăшрĕ: Муруковсемсĕр пуçне Аçăмçырминчи Даниловсем тата Вăрманкасри Ефимовсем.
Шел, пирĕн пурнăçра Светланăпа Юрий Даниловсем пек пысăк чунлă çынсем сахалтарах. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ вĕсем хÿтлĕхсĕр юлнă виçĕ ачана хăйсен çунатти айĕнче çитĕнтереççĕ. Хăйсен икĕ ачинчен нихăçан та уйăрмаççĕ. Пысăк çемьере яланах туслăх, ăнланулăх хуçаланать. Уявсене пĕрле кĕтеççĕ, апат-çимĕç пĕрле хатĕрлеççĕ, хăнасене яланах тарават, спортпа, юрă-ташăпа туслă. Ачасем шкулта аван вĕренеççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. Çемье аксакалĕсем - Галинăпа Леонид Даниловсем - ачисемпе мăнукĕсене ырă сăмахпа пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ виçĕ ăру хушшинче нихăçан та хирĕçÿлĕх пулман.
Экран çинче пĕрин хыççăн тепри улшăнакан слайдсем Даниловсен кулленхи пурнăçĕпе çитĕнĕвсемпе паллашма май пачĕç: вĕсенче - грамотăсем, Тав хучĕсем, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă тата сывă пурнăç йĕркине халалланă самантсем...
Ефимовсем иккĕшĕ те вĕрентÿ ĕçченĕсем. Манăн тÿрех Владимир Григорьевичăн ĕçри ăсталăхĕ çинче чарăнса тăрас килет. 28 çул ĕнтĕ вăл çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркипе туслаштарать. Спортзал çук тесе физкультура урокĕсем çине нихăçан та çиелтен пăхман вăл, уроксене те нихăçан ячĕшĕн ирттермен. Чунра çирĕпленнĕ   яваплăх нумай-нумай ачана ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă пулма, спортпа чăнласа туслашма пулăшнă. Вăрманкас шкулĕнче вĕренекенсем районта, республикăра иртекен ăмăрту-турнирсенче малта пынинче чи малтанах унăн пысăк ĕçĕ курăнать.
Унăн мăшăрĕ Людмила Васильевна та 25 çул ĕнтĕ ку шкултах кĕçĕн классене вĕрентет. Мăшăр тăватă хĕр çитĕнтерет. Аслă хĕрĕсем - Светланăпа Катя -  университетсенче вĕренеççĕ, Наташа 11-мĕш класра, Анечка пĕр çулта кăна-ха.
Çемьесен виçĕ конкурс витĕр тухма тиврĕ. Даниловсем, Муруковсем, Ефимовсем хăйсемпе паллаштарасипе те, кулинари ăсталăхĕнче те, пултарулăх номерĕсенче те уйрăмлăхпа тыткăнларĕç. Район администарцийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов пĕрремĕшсене «Чи туслă çемье», иккĕмĕшсене «Пултаруллă çемье», виççĕмĕшсене «Социаллă яваплă çемье» номинацисен дипломĕсемпе, парнесемпе чысларĕ. Парне кÿрекенсем йышĕнче «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн представителĕ Сергей Павлов тата «Агрокредит» кредит кооперативĕн директорĕ Наталья Холкина та пулчĕç. 
Паллах, уявра чи малтанах амăшĕсем ячĕпе ырă сăмахсем нумай янăрарĕç. Çакă конкурса шăпах Раççейри Амăшĕн кунĕ умĕн ирттернипе те çыхăнчĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Надежда Лукина уявпа саламланă май, паянхи пурнăçра нумай ачаллă çемьесене çăмăл килменнине, анчах та кунашкаллисенне Раççей, Чăваш ен правительствисем, хамăр район социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерме мерăсем йышăнсах тăнине палăртрĕç.
Юлашки вăхăтра районта демографи лару-тăрăвĕ ерипен лайăхланса пыни сисĕнет. Аçăмçырминчи Алевтина Ластухина акă тăваттăмĕш ачана, Шĕнер Ишекри Ольга Ежова виççĕмĕш хĕр пĕрчине кун çути парнеленĕ. Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Редькова чаплă лару-тăрура вĕсене амăшĕн сертификачĕсемпе чысларĕ.    
Уяв вĕçленчĕ. Этемлĕхе тăсакансемшĕн кăна - çĕр çинчи кашни амăшĕшĕн - вăл нихăçан та  вĕçлентĕр, вĕсем мăшăрĕсемпе, ачисемпе телейлĕ пулччăр, сцена çине тухнă çемьесем вара пуриншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тăччăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;