Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Парăма тÿлесе тат - пулăшĕ сертификат!

Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн ертÿçи Людмила Редькова пĕлтернĕ тăрăх, Амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккун вăя кĕнĕренпе 2007-2009 çулсенче иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуратнăшăн районти 631 амăшĕ сертификата тивĕçлĕ пулнă. Пĕр çемье ăна ачана усрава илнĕшĕн тивĕçнĕ.
Амăшĕн капиталĕ çулсеренех ÿссе пырать, паянхи куна вăл 312 пин те 162 пин те 50 пуспа танлашать. Çак укçапа амăшĕсен виçĕ çултан тĕллевлĕ - çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачисене вĕрентме е хăйĕн пенсин пухăнакан пайне пуянлатма - уса курма юрать. Çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн вара сертификатпа усă курса ача виçĕ çул тултаричченех татма пултараççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа амăшĕн капиталне районти 40 çемье (10,8 миллион тенкĕлĕх) кредит парăмне татма янă. Ун шутĕнчен куллен усă курма 503 çемье 12 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçнĕ. 


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;