Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Поэт ялне çитесшĕн

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра - Çеçпĕл Мишшине - халалласа пирĕн шкулта та анлă уяв иртрĕ. Поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашрăмăр. Ачасем сăвăсем вуларĕç. 10-мĕш класра вĕренекенсем çыравçă ачалăхĕ, кун-çулĕ, пултарулăхĕ тăрăх слайдсем хатĕрлерĕç. Ăна литература сехетĕнче кăтартрĕç. Кашни вĕренекен ĕçĕ пĕри тепринчен уйрăлса тăрать, кашни хăйне май тыткăна илет. Халиччен пĕлменни, çĕнни, кăсăкли чылай пулчĕ. Чи хастаррисем Олеся Иванова, Оля Капралова, Максим Ильин, Олеся Гусева, Таня Осипова, Кирилл Иванов пулчĕç.
Çитес вăхăтра Çеçпĕл çуралнă тăрăхра пулса курас ĕмĕт-шухăшпа пурăнатпăр эпир.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;