Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пулăшупа тĕллевлĕ усă курман

«Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ çĕр ĕçченне аталанма вăй-хăват патăр тесе бюджетран чылай укçа уйăраççĕ. Ку пулăшу йĕркипе çăмăллăхлă кредит илекенсем те сахал мар, анчах пурте унпа тĕллевлĕ усă курмаççĕ. Çакна район прокуратури  çирĕп асăрхаса тăрать.
Кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче тĕрĕслев «Кольцовка» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăра иртнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техникăн саппас пайĕсене туянма, ытти материалсемпе тивĕçтерекенсемпе татăлма агрофирма икĕ кредит килĕшĕвĕ тунă. Анчах мĕн курăннă-ха кунта; Çăмăллăхлă кредит кирлĕ çĕре туллин кайман. Тĕллевлĕ усă курман субсиди (ăна республика бюджетĕнчен уйăрнă) 62 пин тенкĕ ытларах.
Çак тĕслĕхпе район прокуратури, Чăваш Республикин интересĕсене хÿтĕлесе, Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи патне икĕ тавăçпа тухнă, «Кольцовка» агрофирмăран» 62 пин тенкĕ субсидие шыраса илме ыйтнă. Ку укçана ирĕклĕ майпа тавăрса панăран ĕçе пăхса тухассине чарса лартнă.
Май уйăхĕнче прокуратура ĕçченĕсем экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен оперативлă шырав чаçĕн сотрудникĕсемпе пĕрле уйрăм хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ граждансем вĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ.
Шĕнер Ишекри К. пĕлтĕрхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи килĕшÿпе Раççей Перекет банкĕнчен хушма хуçалăха аталантарма 150 пин тенкĕ кредит илнĕ, ăна выльăх-чĕрлĕх тытакан хуралтăсене çĕнетме ямалла пулнă. Кредитăн процент ставкисен пайне федераллă бюджетран субсидиленĕ.
Çăмăллăхлă кредита тĕллевлĕ усă курнине К. цемент, шифер, хăма, пăрăс, керамзит блокĕ, кирпĕч, хăйăр, вак чул, пăта туяннине кăтартакан документсемпе çирĕплетнĕ. Çапах та тĕрĕслев вăхăтĕнче хуçалăхра кредит килĕшĕвĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçламанни курăннă. Каярахпа укçана К. пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа урăх парăма татма яни палăрнă.
Суя документсем тăрăх вара ЧР Ял хуçалăх министерстви кредитăн процент ставкисене субсидиленĕ.
Ку тĕрĕслев материалĕсене прокуратура шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайне ярса пама йышăннă. Кăçалхи май уйăхĕнче К. тата М. тĕлĕшпе следстви уйрăмĕ РФ Уголовлă Кодексĕн 159-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе - ушкăнпа пурнăçланă ултавшăн - уголовлă ĕç пуçарнă. Ку граждансем хăйсен айăпне пĕтĕмпех йышăннă, Вăрнар район сучĕ вĕсене 3 пиншер тенкĕ штраф хунă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;