Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăна тухас умĕн

«Тĕлĕнтермĕш шашкăсем» тахçанах çакăн чухлĕ команда пуçтарманччĕ. Кăçалхи турнир чăннипех рекорд çапрĕ - район первенствине пĕтĕмпе 22 команда хутшăнчĕ»,- пĕлтерчĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподавателĕ Григорий Иванович Степанов.
 Республикăна тухас умĕнхи турнир уйрăмах хĕрÿлĕхпе палăрнă. Чăваш ен чемпионĕсем, Раççей ăмăртăвĕн участникĕсем - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул ачисем - хальхинче те чи ăстисем пулнă. Вĕсен команди пĕрремĕш вырăнта. Степан Прохоров пĕрремĕш хăма çинче яланхиллех çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ирина Иванована та çĕнекен пулман. Дима Бурмистров Вăрманкасри Иван Прохоровпа пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланă. Руслан Андреев - виççĕмĕш вырăнта.
Иккĕмĕш вырăна тухнă Вăрманкас шкулĕн командин членĕсем те уйрăмшар зачетра лайăх результатсем кăтартнă. Николай Михайлов пĕрремĕш, Владимир Словинпа Екатерина Сергеева  виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Хапăс шкулĕ виççĕмĕш вырăнта. Ку командăри Артем Васильев, Николай Жуков, Максим Жуков хăйсен хăмисем çинче виççĕмĕшсем пулнă.
Район первенствинчен çавăн пекех Калининăри Алексей Воинов, Çĕрпелти Кристина Васильева, Мăн Явăшри Юлия Васильева хăйсен шкулĕсене кĕмĕл, Çĕрпелти Иван Кузьмин бронза медальсем илсе таврăннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;