Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче

Çулталăк вĕçленсе пынă май çĕр ĕçченĕ шухăша кайма тивĕç: кăçал мĕн тума ĕлкĕрнĕ-ха вăл, мĕнле ăнăçусем кÿнĕ, хăш енĕпе ĕçсене малтан палăртнă пек йĕркелесе çитереймен;
«Знамя» ял хуçалăх кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсен кăçалхи ĕçĕ-хĕлне тишкерер-ха. Хуçалăх кашни гектартан 315,4 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ, тухăç енĕпе районта пĕрремĕш вырăна тухнă.
- Пире ырлăх-пурлăх параканĕ вăл - çĕр. Алла чĕре патне тытса чăннине каласах килет: юлашки çулсенче хăш-пĕр уйсенче çĕрсем тухăç енĕпе хавшама пуçланăччĕ, анчах эпир тăпра пулăхне япăхтарма памарăмăр, май килнĕ таран çĕрсене минераллă удобренисемпе апатлантарсах тăтăмăр, ака-суха ĕçĕсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласа пытăмăр. Тăрăшни, вăй хуни сая каймарĕ. Эпир кăçалхи пек тухăçлă çĕр улми нихçан та туса илменччĕ, - терĕ хуçалăх тилхепине çирĕм çула яхăн çирĕп тытса пыракан В.Васильев ертÿçĕ.
Мăн-турхансем çĕр улми туса илессине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелеме, пĕтĕм ĕçе механизацилесе çитерме, пысăк тухăç паракан сортсене çеç лартма тăрăшаççĕ. Вĕсем çитес çулта çĕр улми тухăçĕпе унăн лаптăкне тата пысăклатма тĕллев тытрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться
;