ЭП КАЛЛЕХ СТРОИТЕЛЬ
ЭП КАЛЛЕХ СТРОИТЕЛЬ
3.
(Пуçл. 146-147 №№)
Çырансем хĕррипе çакланса выртса юлнă пĕренесене сулăсем çыхмалли вырăнта шыва ярса тухсан пĕр виçĕ кун хушши канмалли вăхăт тупăнчĕ. Березникие каяс - унта машинăсем çÿремеççĕ. Усть-Ваенгăна - 150 çухрăм. Тайгана шур çырли пуçтарма тухас - шурлăхсем шывпа тулса сарăлнă. Çитменнине, шартламара та шăнман шурлăхсенче çÿреме хытах çÿçентерет.
Степан Карелин, милици капитанĕ, тарлă ĕçрен сывлăш çавăрма ларнă вăхăтра пире юмах çаптарса йăпатасшăн. Хăйĕн те кăмăлĕ тулать. Тамăка та чăтма хушнă. Халтăрлантăмăр, йывăр пĕренесене шăрпăк вырăнне хурса йăвантаратпăр. Капитан Женя Вихеревпа иксĕмĕр тавралла явăнкаласа утать, илĕртÿллĕ сăмахлать. Пире малтан машинипе Березникие, унтан ЛИ-2 самолетпа Архангельска лартса кайрĕ. Икĕ талăкра милицин çÿлти шайри капăр кабинечĕсене кĕркелесе тухрăмăр. Анчах... лесопункт пуçлăхĕ, Александр Григорьев, пирĕнсĕр пачах аптăраса çитнĕ-мĕн, пире «милици аллине» памарĕ, Женьăпа иксĕмĕрĕн хулпуççи çине пакун çĕлесе хурасси пулмарĕ.
СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ А.Косыгин шутланă тăрăх, Двина таврашĕнче тайгара вăрман касса тирпейлекен промышленноçăн вуншар хули-поселокне туса лартмалла пулнă. Воронцы, Рочегда, Зеленник поселокĕсенче сахалтан çур ĕмĕр ĕçлеме планланă. Ача сачĕсем, шкулсем, культурăпа медицина центрĕсем уçма, çĕнĕ çулсем, кĕперсем хывма ĕмĕтленнĕ.
- Ĕç-пуç - мăй таран, специалистсем çитмеççĕ, - терĕ пĕррехинче леспромхоз директорĕ ( ку та Карелин хушаматлă). - Эп сана ответлăрах вырăна куçма сĕнесшĕн.
Сăмахне «Владимир Дмитриевич» тесе пуçланăран, малтан сисчÿленме пăхрăм. Анчах пуçлăх лăпкăн, тархасланăн калаçать: «Çарта пулнă-çке эсĕ, тĕрлĕ енлĕ ăсталăха алла илнĕ темелле...».
Хĕвеланăç Украинăри «кацапсемпе», мадьярсемпе, ку тăрăха Кĕтерне патша çулĕсенчен килсе тухнă (хăваласа янă) поляксемпе, чикансемпе, карелсемпе мĕнле ĕçлемелле-ши чăваш ачин; Ÿкĕте кĕртрĕç-кĕртрĕçех мана - Воронцы поселокĕнче мĕнпур строительсен пуçлăхĕ пулса тăтăм. Сталинградри стройкăсенче инженерсемпе, прорабсемпе юнашар пулнăран йывăрлăхсене парăнман. Кунта вара; Пуриншĕн те эс ху яваплă. Çĕнĕ шкулпа унăн спорт залĕн никĕсне икĕ уйăхра хыврăмăр. Юрать-ха Усть-Ваенгăран строительство шкулĕнче вĕренекен çамрăксене ярса пачĕç. 150 рабочие апат-çимĕç тупса тăрантарасси те ман çинче. Ку ыйтупа манăннах Архангельск таран хутлама тивет. «Кацапсемпе» поляксем эп проектсене вулама пĕлнине тĕрĕслесшĕн. «Хуларан ман валли брот-мауэр тупса кил-ха», - тет пĕри. «Эп ку сăмаха илтмен, - тетĕп тÿрех, - атя, вăл япалана пĕрле шырăпăр». Çарти службăра мана пĕр хохол манипуляци тупса килме витре тыттарнăччĕ. Опыт пур - тÿрех улталаймăн! Андрейпа (манран мăшкăлама тĕв тунă украинеца çапла чĕнеççĕ) иксĕмĕр ахăлтатса кулса ятăмăр. Пĕлменнине çийĕнчех тĕпчеме, пĕр-пĕрне ăнлантарма хăнăхса пытăмăр. Кахал-наяна, юнтаракана хăвăн тĕслĕхÿпе кăна витерсе çĕнтерме пулать. Пĕр-пĕрин çине алă çĕклени ман куç умĕнче сиксе тухман. Шăна кăмпи вĕретсе ĕçекен харампырсемпе чăнах та йывăртарахчĕ. Киевран, Кишиневран янисем сĕмсĕртерехчĕ. Лере ларса курнă хĕрарăмсем йĕмĕсене хывса купарчисен сарлакăшне виçме кăмăллатчĕç. Ĕç укçишĕн çапăçма маттурччĕ хăйсем! «Çитес эрнере Березникирен вăрман хуçалăхĕн пуçлăхĕ сире тĕрĕслеме экономисчĕпе тата бухгалтерĕпе пĕрле ятарласа килет!» - терĕм пĕринче. Майрасен ĕçне-хĕлне эрнесерен уйрăммăн шута илме тытăнтăм: «Ак ĕнтĕ - результатсене хăвăр куç умĕнче виçетĕп!»
Тĕрĕслев коллектива самаях кисретсе хăварчĕ. Вунă хĕрарăм пĕр эрнере пурĕ те икĕ тенкĕлĕх ĕçленĕ. Галстуклисем, паллах, пуринчен ытла мана тустараççĕ. Тÿрĕ-çивчĕ сăмах тĕлĕнче шухă майрасем те намăсланчĕç. Коллектив ниме сĕмĕпе чăмăртанма тытăнчĕ. Манăн рационализаторла икĕ-виçĕ сĕнĕве ĕçе кĕртнĕ хыççăн план тени кал-кал пурнăçланма тытăнчĕ. Туртакан лашана йывăртарах тиеççĕ. Ман объектсем çумне тепĕр иккĕшне хушса пачĕç: Ваенга урлă выртмалли 100 метрлă кĕпере хывса вĕçлемелле, манăнах Осинцырен килекен çула сарнă çĕрте хыпкаланма лекет...
150 ача валли планланă шкула унччен пăхнă пек икĕ çулта мар, çулталăк çурăра туса лартрăмăр, пурăнмалли çуртсем хăпартрăмăр. Поселокри çынсем Марьепе иксĕмĕре пуç тайса хисеплекен пулчĕç. Пуçлăх-хуçа мана парти ретне хуптĕрлет. Коллектив хула депутачĕ тăвасшăн...
Ĕçрен киле иксĕмĕрех ачалла аташкаласа таврăнаттăмăр. «Ой!» - терĕ мăшăрăм, тăп чарăнса. Ăшра чун кĕни тапкалашма тытăнасшăн. «Хамăр пекех сатур, ывăл парнелетĕн», - тетĕп. Арăма тепĕр ик уйăхранах ĕçрен хăтарчĕç. Вăл: «Кунта больница çук, атя киле, яла каятпăр», - тесе нăйкăшма тытăнчĕ. Район центрĕнчен ăна ЛИ-2 самолетпа Мускава ăсатрăм. Ялтан телеграммăпа «Çут тĕнчене тепĕр салтак çухăрса çитни» çинчен пĕлтерчĕç.
Арăма ăсатнă каçах ман пÿлĕме «Минск харампырĕ» пырса кĕчĕ. Кăкăрĕсем халь труççикпе ташлакансен евĕрлех каçăрăлса хăпарнă. Хитри - хитре ĕнтĕ. Сăнĕ-пичĕ - хĕп-хĕпĕрчĕк. Мальвинăран хăюллă арçынсем те хăракалатчĕç. «Çуммарах лар-ха», - тет. Хайхискер, çатăрласа-ыталаса илчĕ те, тем самантра мана хăйĕн айне пĕтĕрсе чикрĕ. Аçтаха пек ахăрать. Аранах çиеле тухса хыçран тапнăн хăваларăм. Тепрер эрнерен вун çиччĕри чикан хĕрĕ çулăхрĕ. Юнашар шăпăрттăн пырса ларать те, çăварне улăм пĕрчи хыпса, мана çисе ярасла шăтарасла пăхать. Çывăрсах каять. Эп ура çине тăрсан, çумăн пырать. «Атя манпа Çĕпĕре!» - хаш! сывласа тархаслать. «Пĕлетĕн-çке, ман савнă мăшăрăм пур. Ача çуралчĕ». «Эп сана çиччĕ таран çуратса парăп».
1969 çулхи авăн уйăхĕччен пĕччен пурăнтăм. Эпир, çирĕп чăвашсем, атте-анне вĕрентнинчен иртмен, аташман. Шкула хута янă кун кашни класрах пуçламăш сăмаха манăн калама тиврĕ. Çĕнĕ хваттерсен хуçисем хăнана чĕнме тытăнчĕç. Кĕç-вĕç больница, культура çурчĕ, ачапча сачĕ, йывăç çурса тирпейлекен çĕнĕ цех, гаражсем ĕçе кĕмелле. Арăм çине-çине телеграмма çаптарать. Тăван килĕм магнит пек туртать. Мана тăван çĕршыва ăсатма пĕтĕм поселок тухнă тейĕн. Мальвина йĕре-йĕре чуп тăвать: «Ухмах эс, асăнмалăх ырă тăваймарăн, ан çилен, телейлĕ пулăр!». Чикан хĕрĕ мăйран çакăнса пил пачĕ: «Çулу такăр. Нумай пурăнатăн». Александр Григорьевич, вăрман хуçалăхĕн пуçлăхĕ, черккине пуçĕнчен çÿлерех çĕклесе халтăртатрĕ: «Ак, хамăн машинăпа ăсататăп та, çак машинăпах сана каялла тавăрасса кĕтсе тăратăп!»
1969 çулхи сентябрьте Вăрнара чавтарса çитрĕм...
"Çĕнтерÿ çуле"