Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Икĕ машина çапăннă

Çул-йĕр правилисене пăхăнманни ырăпа вĕçленмест. Çул çине тухакансем васкамасăр, пĕр-пĕрне хисеплесе çÿресен инкексен ытларахăш пайне асăрхаттарма май пулĕччĕ. Анчах  çул хăрушлăхне пĕрмаях ăнлантарнине те, ГИБДД ĕçченĕсем явап тыттарнине те чылай водитель хăвăрт  манса каять.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче, акă кăнтăрла Вăрнарти Карл Маркс тата Комсомольски урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта икĕ çăмăл машина çапăннă. ВАЗ-2107 автомашина водителĕ, 20-ри çамрăк, тĕп çулпа килекен «Тойота Авенис» машинăна çул паман. Правилăна пăхăнман çамрăк хăех пысăк шар курнă. Машини арканнисĕр пуçне хăйĕн сывлăхĕ те сиенленнĕ. Çавна май ăна  Вăрнарти тĕп больницăра медицина пулăшăвĕ панă.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться
;