Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ИНВАЛИДСЕН ЫЙТĂВĔСЕМ ТАВРА

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа Вăрнар райповĕн «Встреча» кафинче çавра сĕтел йĕркелерĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнă çынсен пурнăç ыйтăвĕсене татса парасси, вĕсене пулăшмалли социаллă мерăсем пирки районти ветерансен канашĕн председателĕ А.Ильин, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти центр пуçлăхĕ И.Романов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ О.Казакова, РФ Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Л.Редькова тата ыттисем калаçрĕç.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Политов ку категорири çынсене уйрăмах тимлĕх, ăнланулăх кирлине каларĕ, ниме пăхмасăр пурнăçа юратма сунчĕ.
Инвалидсен районти пĕрлешĕвĕн председателĕ Е.Сергеева сусăррисем тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕрлешĕвĕн чи хастар членĕсене - Ирина Ананьевана, Семен Валерианова тата Евгений Никитина - парнесемпе чысларĕ.
Районти художество коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çакнашкал концертпа Çавалкасри ватăсен çуртне те çитме палăртрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться
;