Кĕрешÿ юхăмне пуçаракан ячĕпе
Вероника Бардасова ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Пăртасри филиалĕнче кĕрешÿ ăсталăхне нумаях пулмасть туптама тытăннă. Апла пулин те вăл сумлă ăмăртусенче палăрма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Атăлçи федераци округĕн бронза призерĕ, республикăри чылай турнир çĕнтерÿçи. Иртнĕ шăматкун Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче Владимир Егорова асăнса ирттернĕ уçă турнирта та вăл хăйĕн виçе категорийĕнче чи маттурри пулчĕ.
Владимир Данилович Егоров, пурăннă пулсан, районта ун ĕçне малалла чыслăн тăснине тата кĕрешÿ юхăмĕнче çитĕнекен ăру çулсерен йышланнине курса мĕн тери савăннă пулĕччĕ. Вăл - ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçаканĕ (кунтан пĕрремĕш чемпионсем йĕлтĕрçĕсем тухнă), ирĕклĕ кĕрешĕве пуçараканĕ. Паян ку тĕсре тимлекен тренерсем шăпах ун шкулĕнче ăсталăха туптанă.
Турнира чаплă лару-тăрура уçнă май, В.Егоровăн мăшăрĕ, Вера Антоновна, хăйĕн çывăх çыннине манманшăн тренерсемпе кĕрешÿçĕсене тав турĕ. Атăлçи федераци округĕн, Раççей первенствисен призерĕсене Ирина Львована, Анжела Колпакована тата Вероника Бардасована парнесемпе чысларĕ.
Владимир Даниловичăн ырă ĕçĕсем пирки спорт шкулĕн преподавателĕ Владислав Львов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Трофимов та чылай ăшă сăмах каларĕç, районти спорт юхăмне аталантарассинче унăн тÿпи çав тери пысăк пулнине палăртрĕç, çамрăксене унран тĕслĕх илме ыйтрĕç.
В.Егорова асăнса турнир пиллĕкмĕш хут иртрĕ ĕнтĕ. Кĕрешÿçĕсене вăл çулсерен пĕр тĕвве тĕлĕнмелле йышлă пуçтарать. Кăçал та акă мала тухассишĕн вуникĕ команда, 161 спортсмен тупăшрĕ.
Çичĕ сехет ытла тăсăлнă ăмăрту кашнинех сывлăхпа çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕ. Тытăçусем харăсах икĕ кавир çинче сарăлчĕç. Хĕрачасем 4, арçын ачасем 7 виçе категорийĕнче тупăшрĕç.
Залри атмосферăна вара сăмахпа çырса пама та çук. Унта пĕр сăмахсăр чĕрĕ сывлăш хуçаланчĕ. Куракансем, хальхинче вĕсем те йышлă пулчĕç, кашни кĕрешĕве тыткăçуллă пăхрĕç. Вунтăватă çула та çитмен хĕрачасемпе каччăсем хăйсене ку тĕсре чăн-чăн профессионалсе пекех кăтартрĕç. Командăри кĕрешÿçĕсене çĕнтерме хавхалантарни, тытăçу çĕнтерÿçин йăл кулли, выляса яраканăн ÿкĕнÿ куççуллĕ... - ачсен пит-куçĕнче пĕтĕм кăмăл-туйăмĕ яр уççăн вуланчĕ.
Кавир çине тухнă 161 спортсменран 61-шĕ пирĕн район кĕрешÿçисем. Вăл йышра ку тĕс вăрттăнлăхĕсене тин кăна уçма тытăннă ачасем те чылай. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине вара вуниккĕн тăма тивĕçрĕç. Ылтăн призерсем: Катя Емельянова, Вероника Бардасова (Пăртас), Сергей Кириллов (Вăрнар). Таня Кондратьева, Евгений Колпаков, Слава Тимофеев (Пăртас), Дима Шерстнев, Рома Львов (Вăрнар) - кĕмĕл, Настя Кузьмина, Настя Иванова, Дмитрий Чугунов, Алексей Уткин тата Майкл Петров (Вăрнар) бронза медальсене çĕнсе илчĕç. Вĕсем спонсорсенчен - «Елена» ТМЯО-ран (ертÿçи Юрий Кудрявцев) тата Андрей Крылов уйрăм предпринимательтен парнесене тивĕçрĕç.
"Çĕнтерÿ çуле"