Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПУРНĂÇ УРОКĔСЕМ

Районта е республикăра иртекен ăмăртусемпе олимпиадăсенче Мăн Явăшри вăтам шкул ачисем çулсерен пысăк ÿсĕмсем кăтартаççĕ. Çакăнта Маргарита Ивановна Петрова педагогăн тÿпи уйрăмах пысăк. Вăл çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парассишĕн чунне парса ĕçлет.
Маргарита Ивановна ачасене вĕрентме тытăнни 38 çул çитет. Вăл, Красноармейски районне кĕрекен Мăн Супарта çуралса ÿснĕскер, Шупашкарти педагогика институчĕн биологи факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă та Мăн Явăшри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. 15 çул хушши директорăн йывăр та яваплă тивĕçне çÿлте тытса пынă. Пĕрремĕш категориллĕ педагог Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине те илме тивĕç пулнă.
М.Петрова уроксене кичем, пĕр евĕрлĕ ирттерме хăнăхман. Кашни урок - уншăн чăн-чăн уяв, ачасене шухăшлаттармалли шырав, тĕрлĕ пулăмсем тăрăх ирттермелли сăнав.
Пысăк хисепе тивĕçнĕ педагог çĕршер ачана тăван çĕрпе туслаштарнă, професси суйласа илме пулăшнă. Унăн вĕренекенĕсем республикăра кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пысăк çынсем пулса ĕçлеççĕ, Мăн Явăш шкулĕн чысне яланах çÿлте тытаççĕ.
- Эпĕ вĕрентекен предметсем йăлтах çутçанталăкпа, тăван тавралăхпа, тĕрĕсрех каласан, чĕрĕ пурнăçпа тачă çыхăннă. Çав чĕрĕ сĕткене ачасем чĕрисемпе туйса тăччăр, унăн вăрттăнлăхĕсене тăрăшса тĕпчеччĕр, вĕсемпе пурнăçра анлă усă курччăр, - тет Маргарита Ивановна.
М.Петрова педагогăн чунĕ - ачасен черчен чĕрисенче, пĕлĕвĕ - вĕсен çирĕп ăс-тăнĕнче. Çавăнпа-и, тен, педагог патне тав çырăвĕсем тăтăшах килсе тăраççĕ.
М.Петрова паянхи пурнăç уттинчен маларах пыма, хăй вĕрентекен предметсене умри тĕллевсемпе тачăрах çыхăнтарма тăрăшать.
- Ача пĕр-пĕр темăна тарăннăн вĕрентĕр тесен, ăна çав ыйтупа кăсăклантарма пĕлмелле. Кĕнекере çырнипех ан çырлахтăр вăл, урăххисене вуласа тухтăр, танлаштартăр, пурнăçри пулăмсемпе çыхăнтартăр, ку енĕпе хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтертĕр, юлашкинчен тĕрĕс тишкерÿ тутăр. Çавăн чухне, паллах, урокăн шайĕ вĕренекене тивĕçнĕ теме пулать, - çапла хаклать хăй ирттерекен уроксене М.Петрова.
Пысăк хисепе тивĕçнĕ педагогăн умри ĕмĕчĕ те пĕрре: Вĕрентекен çулталăкĕнче пĕлÿ никĕсне хывас енĕпе тата тăрăшарах ĕçлесси.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться