Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç шайĕ ÿсĕ

Паян, тĕнче экономикинчи кризис пулăмĕсене пăхмасăрах, патшалăх социаллă сферăна пысăк тимлĕх уйăрни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Акă кĕçех пенси системинче çĕнĕлĕхсем пулĕç. Кун пирки пичет изданийĕсенче те, телевиденипе те информаци çителĕклех пулчĕ пек. Анчах тивĕçлĕ канăва кайнисене те, ĕçлекенсене те кăсăклантаракан ыйтусем чылай-ха. Иртнĕ эрнекун Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пенси системинчи çĕнĕлĕхсем пирки аудио-пресс-конференци йĕркелерĕ. Унта 116 çын хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче республикăри журналистсем, Пенси фончĕн район-хуласенчи управленийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, пенсионерсем пулчĕç. Чи малтанах Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕпе Социаллă страховани фончĕ хушшинчи килĕшĕве пичет лартса çирĕплетрĕç. Малашне ĕç паракансен, предпринимательсен пĕрлехи социаллă налук вырăнне страховани взносĕ хывмалла пулĕ. «Çак килĕшÿ пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттерме, кĕске вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшĕ», - палăртрĕ Социаллă страховани фончĕн ертÿçи Г.Рогачева.
«Пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртесси» марафонăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Р.Кондратьева паллаштарчĕ. Вăл Раççей Пенси фончĕ йĕркеленĕ форумра (вăл чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ) хускатнă ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Форумра валоризаци, пенси софинансированийĕн программине хутшăнасси тата ытти ыйтусемпе Раççей Правительствин председателĕ Владимир Владимирович Путин та тухса калаçнă. Вăл пенсионерсен пурнăç шайĕ питĕ пĕчĕк пулнине палăртнă. Патшалăх ирттерекен политикăна пула çак лару-тăру çитес вăхăтра лайăх енне улшăнасса пĕлтернĕ.
Конференцине вĕçленĕ май Р.Кондратьева журналистсен, пенсионерсен ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравларĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться