Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар сăлтавĕ - тимсĕрлĕх

Пушар хуралĕн сотрудникĕсен канăç çук: юлашки вăхăтра кашни эрнерех пĕр-икĕ инкек пулса иртетех. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех - уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче, чылайăшĕ - вут-çулăмпа асăрханусăр усă курнăран.
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вырсарникун Хурăнсур Çармăс ялĕнче пĕр хуçалăхра пушартан хытах шар курнă. Çак кун кил хуçи хăйĕн гаражĕнче машина юсанă пулнă, сварка ĕçĕсене пурнăçланă, анчах хĕртĕнчĕкĕсене сÿнтерсе пĕтермен. Каярахпа хăй пÿртелле кĕрсе кайнă. Кăшт вăхăт иртсен гаражра çулăм чĕлхисем явăнма тытăннă, машина çинелле куçнă. Тăкакĕ пысăк: гараж тата икĕ çăмăл машина хытах сиенленнĕ. Çапла тимсĕрлĕхшĕн гараж хуçин хаклă «тÿлеме» тивнĕ.
Унччен маларах, декабрĕн 1-мĕшĕнче 6 сехет те 35 минутсенче Анаткас Хапăсра пушар тухнă. Пĕр хуçалăхри хуралтăсене ярса илнĕ çулăм тăрăна сиенлетнĕ. Пушар сăлтавне палăртассипе ятарлă сотрудниксем оперативлă ĕçсем ирттереççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться
;