Укçа кирлĕ хăвăрт пит - пулăшать «Агрокредит»
Эрнекун районти культурăпа кану центрĕнче иртнĕ Алексейпа Андрей Шадриковсен, Петр Ермолаевăн эстрада концерчĕн ăнăçăвĕ «Агрокредит» кредит кооперативĕнчен те нумай килчĕ темелле. Вăл артистсен çĕнĕ программин социаллă партнерĕ пулса куракансем хушшинче Çĕнĕ çул парнисем выляттарчĕ, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене çĕклентерчĕ.
Тĕрĕссипе, кредит паракан «Агрокредит» потребитель кооперативĕ паян халăхшăн чăннипех шанчăклă партнер пулса тăчĕ, кĕске вăхăтлăха кивçен укçапа тивĕçтерсе чăннипех те ял çыннисене кирлĕ те кая хăвармасăр тумалли задачăсене пурнăçлама пулăшакан механизм туса хучĕ.
Пулăшу, тĕрĕслĕх, пĕршухăшлăх, чăнлăх, уççăнлăх, социаллă яваплăх тата çынсен ыйтăвне шута хуни - чи малтанах çак енсене мала хурать вăл. Туйсем, юбилейсем ирттерме, ывăл-хĕрне вĕрентме, ача валли япаласем туянма, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата ыттти социаллă ыйтусене татса пама пысăках мар процентсемпе заемсем уйăрать. Чи мелли - укçа-тенкĕпе кĕске вăхăтра тивĕçтерни.
Çавăн пекех кашниех хăйĕн укçине (пĕр пин тенкĕрен тытăнса) перекете хума пултарать. Процент виçисем пысăк: виç уйăхлăха - 18, çур çуллăха - 19, çулталăклăха - 21 процент. Ку мелпе пурлăхлă пулнă тĕслĕхсем сахал мар.
Кредит паракан «Агрокредит» потребитель кооперативĕ халăха кашни кун хапăлласа йышăнать. Вăл Вăрнар поселокĕнчи Карл Маркс урамĕнчи 49-мĕш çуртра («Сельхозтехника» çурчĕ) вырнаçнă. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 2-65-65.
"Çĕнтерÿ çуле"